Шыв управĕпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2024, 20:28 Просмотров: 221

 Патăрьел муниципалитет округĕ çумĕнчи Общество палатин членĕсем (ертỹçи Анатолий Самакин) хăйсен ларăвĕсенче халăха пăшăрхантаракан чылай ыйтăва сỹтсе яваççĕ. Хăш-пĕр чухне вĕсене вырăна тухса та вăл е ку ыйтăва мĕнле татса панипе кăсăкланаççĕ.

Çак кунсенче çеç вĕсем Патăрьел муниципалитет округĕн педставителĕсемпе пĕрле "Экологи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" программăпа Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски муниципалитет округĕсенче пурăнакансене ĕçме юрăхлă шывпа тивĕçтерес тĕллевпе тунă Шăмăршă тăрăхĕнчи Палтиел çывăхĕнчи пысăк шыв управĕпе паллашас тĕллевпе вырăна çитнĕ.

Общество палатин членĕсене Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Гидроресурс" хысна учрежденийĕн директорĕ Камиль Салихов кĕтсе илнĕ, Патăрьелсем патне çитекен ĕçме юрăхлă шыв плотинаран тухса тĕрлĕ сооруженисенче организма кирлĕ компонетсемпе пуянланни, вăл унтан пăрăхсемпе виçĕ муниципалитет округĕнчи 74 яла ăсанни, вĕсене мĕнле пăхса тăни тата ыттипе те паллаштарнă.

 Общество палатин хастарĕсем Экологи культурипе çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕн усă курмалли çулталăка халалласа тата "Раççей шывĕ" акцие хутшăнса управ таврашĕнче пĕрлехи вăйпа субботник та йĕркеленĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика