Çĕнтерỹ пĕрлехи вăйпа туптанать

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2024, 20:29 Просмотров: 284

Аслă Чементе пурăнакансем пĕлтĕрхи июльтенпе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакасем валли маскировка сечĕсене çыхаççĕ. Çак ĕçе вăл вăхăтра территори пайĕн начальникĕ пулнă Станислав Капитонов пуçарнă. Станислав Васильевич кĕркунне хăй ирĕкĕпе неонацистсене хирĕç кĕрешме тухса кайнă чухне виткĕçсем хатĕрлессине малалла тăсма, вăл салтаксемшĕн питĕ кирлине каласа хăварнă. Ял халăхĕ унăн сăмахĕсене асра тытать. Кашни кун тенĕ пекех 20-30 çынран кая мар пухăнаççĕ те сетка çыхма пуçлаççĕ. Вĕсенчен чи асли - 80 çулти Мария Зотова.

- Аслă Чементе тата Тури Чакăра пурăнакансем ĕçе килнĕ пекех çỹреççĕ. Вĕсем ял ушкăнне хыпар ярсанах çитеççĕ. Пĕри е тепри хирĕç калаçнине илтмен, кашнийĕнчех: "Çĕнтерỹ пулмасăр та сеткăсем çыхма чарăнмастпăр", - теççĕ. Сеткăсене OZON онлайн-лавкка урлă туянатпăр. Пусмине Шупашкартан илсе килетпĕр. "Вега" сĕтел-пукан лавккинче ăна пире тỹлевсĕрех касса параççĕ. Виткĕçе хĕррисемпе тыттармалли кантрасене Николай Пузайкин предприниматель хăй шутĕнчен парать. Ытти япаласем валли халăх укçа уйăрать. Тĕнчере ырă кăмăллă çынсем питĕ нумай, - терĕ ĕçе хальхи вăхăтра йĕркелесе пыраканĕ, Станислав Капитонов пуçарăвне тăсаканĕ Надежда Кошелева.

- Сеткăна çыхма пикениччен 90-мĕш псалома вырнаçтаратпăр. Вăл та салтаксене тăшмантан хỹтĕлессе шанса тăратпăр. Шкулта вĕренекенсем те çырусем çырса парса яраççĕ. Май пур таран тыл тĕревне туйччăр тесе тăрăшатпă

Хальхи вăхăта Аслă Чемен территори пайĕнче пурăнакансем 140 яхăн сетка çыхнă. Округра та вĕсене çитекен çук-тăр! Виткĕçсене Патăрьелĕнчи "Батыревский доброволец", Шупашкарти "Фонд добрых дел" волонтерсен ушкăнĕсенчен, десантниксен Ульяновскинчи 104 штурм дивизийĕн рота командирĕн заместителĕнчен Владимир Латышовран парса яраççĕ. Владимир Валентинович пирĕн ентеш, Тури Чакăра çуралса ỹснĕ, Аслă Чементи вăтам шкулта вĕреннĕ. Вăл Чечен вăрçине, Югославинчи, Сиринчи çар конфликчĕсене хутшăннă, Украинăри ятарлă çар операцин участникĕ, унăн кăкăрĕ çинче орден-медаль йышлă. Сăмах май, сетка çыхмашкăн хăй те укçа парать.

 Салтаксен, тăвансен, ачасен, тетесемпе шăллăмăрсен пурнăçне сыхласа хăварасси, çĕнтерĕве кĕтсе илесси паян пиртен те нумай килнине шута хумаллах.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика