Пĕлтĕр Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти (директорĕ Наталия Андреева) тăватă выпускник патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче вырăс чĕлхипе литературипе тата обществознанипе пысăк пĕлỹлĕх кăтартса чи-чи пысăк балл пуçтарнăччĕ. Асăннă шкулта кăçал та 11 класра вĕренекен Юлиана Паймуллинашăн, ашшĕпе амăшĕшĕн, ăна вĕрентекенсемшĕн те пысăк савăнăç. Сăпайлă чиперкке хими предмечĕпе иртнĕ ППЭре республикипех палăрнă, 100 балл пуçтарнă!
Октябрь 2024 |