Ака вĕçленнĕ, экзаменсем пыраççĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2024, 17:49 Просмотров: 123

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе анлă лару иртрĕ. Унăн ĕçне центрти организаци-учреждени, структура подразделенийĕн, территори пайĕн начальникĕсем хутшăнчĕç.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ, апла пулсан та хирте ĕç шавĕ пĕрре те чарăнмасть. Экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн çумĕ Андрей Воробьев акана пĕтĕмлетнĕ май кăçал пĕтĕмĕшле лаптăк 35700 гектарпа танлашнине, унтан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 14804 гектар, çĕр улми - 650, пахча çимĕç - 95, выльăх апачĕ валли культурăсем - 6200, техникăлла культурăсем 1320 гектар йышăннине каларĕ.

Акнă-лартнă ỹсен-тăрана çум курăкран тата чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăран хỹтĕлесе гербицидсемпе тата фунгицидсемпе сапма пикеннĕ.

Выльăхсем валли апат хатĕрлессипе те округра ĕçлеме пуçăннă. Кăçал "Исток" çĕр ĕç фирми пĕрремĕш пикеннĕ. Кунта пĕр çул ỹсекен курăксене 126 гектар çулнă, 1396 тонна сенаж янтăланă. Планпа килĕшỹллĕн муниципалитечĕпе сенаж - 27700 тонна, утă - 13422, силос 35868 тонна кирлĕ. Çур акине, вырмана кĕске вăхăтра вĕçлесси техникăран нумай килет. Çулталăк пуçланнăранпа 130 млн тенкĕ ытлалăх - 30 трактор, тырă пухакан пĕр комбайн, акакан 3 комплекс тата тăпрана тирпейлекен техника - туяннă.

 Малалла сăмах администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управлениĕн начальникĕ Ирина Рубцова илчĕ. Вăл патшалăхăн экзаменĕсене тытасси округра епле пынипе паллаштарчĕ. Кăçал 9 класран вĕренсе тухакан 413 тата 11-мĕшĕнчи 141 вĕренекен тĕрĕслев витĕр тухать. Экзаменсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулсенче иртеççĕ. Çавăн пекех выпускниксем хăш-пĕр предметпа Канашра та тытаççĕ. Малтанхи экзаменсен кăтартăвĕсем паллă.

Православи тĕнне ĕненекенсем Троица умĕнхи шăматкун, июнĕн 22-мĕшĕнче, вилнĕ тăванăмăрсене асăнаççĕ. Унччен вара масарсене тирпейлемелле. Шăпах çак ыйтăва хускатрĕ те Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - коммуналлă хуçалăх тата ресурс тивĕçтерĕвĕн пай пуçлăхĕ Николай Андреев. Вăл çывăх вăхăтрах çăвасене тасатассине, юсавсене вĕçлемеллине каларĕ.

Июнĕн 11-12-мĕшĕсенче округра Акатуй-Сабантуй иртет. Ăна Раççейри Çемье çулталăкне тата Чăваш Енри Экологи культурипе çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка халалланă. "Хĕвеллĕ" уçланкăра малтанхи кун ачасем савăнаççĕ. Вĕренỹре, спортра палăрнисене, олимпиадăсемпе конкурс çĕнтерỹçисене чыслаççĕ, çамрăк ăру хушшинче спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Иккĕмĕш кун программи те питĕ пуяннине пĕлтерчĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр хуçалăх тата тирпей-илем управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов.

Ларăва Рудольф Селиванов пĕтĕмлетрĕ. Вăл уява тĕплĕн хатĕрленсе ирттерсе яма, канашлура хускатнă ыйтусене тимлĕх уйăрма сĕнчĕ.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика