Хамăр патăртах канма пулать

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2024, 17:50 Просмотров: 136

 Çакна валли Чăваш Енре условисем тума тăрăшаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ "Туризм тата тараватлăх индустрийĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать. Акă, Шупашкар округĕнчи "Аван" кану базинче Атăл илемĕпе киленме май паракан 21 çурт тăваççĕ. Хăнасем глэмпингсенче эко-стиле тĕпе хунă хăтлă пỹлĕмсенче пурăнĕç, унсăр пуçне уçă тỹпе айĕнчи кинотеатрта интереслĕ фильмсем пăхма, ресторанта апатланма, сиплĕ мунчара çăвăнса тасалма пултарĕç.

Патăрьел муниципалитет округĕпе паллашас, кунта канас текенсене те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хаваспах кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Шăпах "Туризм тата тараватлăх индустрийĕ" наци проекчĕпе Шăнкăртамри икĕ фермер хуçалăхĕ Раççей ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ "Агротуризм" конкурсра грант çĕнсе илнĕ. Чулпан Пазюкова "Тăри" ("Тургай") кану базине тума пикеннĕ. Вăл августра пĕрремĕш хăнасене йышăнма хатĕрленет. Килекенсем фермер хуçалăхĕ туса илекен продукцисене тутанса, ульетерапинче сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ.

Марат Валеевăн "Лапам" ("Долина") кану базинче хăна çурчĕсĕр пуçне мунча, беседка, спорт тата ача-пăча лапамĕсем, зоосукмаксем, тутанса пăхма çырла тата пахча çимĕç лаптăкĕсем пулаççĕ. Фермер лашасем усранă май туристсем урхамахсемпе ярăнма, фотосесси тума пултараççĕ. Агротуризма республикăра аталантарас тĕллевпе фермерсем малашне "Хăмла туса илесси" тата "Пахча çимĕç çитĕнтересси" специальноçсемпе пĕрле "Агротуризм" енĕпе те "Фермер шкулĕнче" ăс пухаççĕ.

"Агротуризм" енĕпе вĕренекенсем туризм, маркетинг, тараватлăх индустрийĕ енĕпе тавракурăмне анлăлатаççĕ, экскурсисенче пулаççĕ, пĕр-пĕрин опытне ăса илеççĕ. Çакă Раççей ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ "Агротуризм" конкурса хутшăнакансем ытларах, Чăваш Енре хăнасем валли канма тата хăтлăрах условисем пулассине пĕлтерет.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика