Тĕп хула ытамĕнче ытарми хитре тĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2024, 17:51 Просмотров: 146

Июнĕн 1-2-мĕшĕсенче Мускаври ВДНХара çĕршыври ачасемпе çамрăксен "Пĕрремĕшсен Юхăмĕ" фестиваль иртрĕ. Кашни регионтанах пуçтарăнчĕç унта çамрăксем.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин фестивале хутшăнакансене ăнăçу, пуçăннă ĕçсенче çитĕнỹсем сунчĕ.

 Икĕ хутчен Олимп чемпионĕ пулнă Ольга Зайцевăпа Раççей Федерацийĕн Геройĕ Андрей Борисенко хавхалану кỹчĕç.

Патăрьел муниципалитет округĕнчен вара фестивале хутшăнма вырăнти "Пĕрремĕшсен Юхăмĕ" пайĕн специалисчĕ Зоя Михайлова, Туçари вăтам шкулти 4 класс вĕренекенĕ София Михайлова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан Ульяна Селиванова тата Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнчен Маргарита Максимова тивĕçрĕç.

Акă мĕнле аса илỹсем вĕсен:

Маргарита:

- Пĕрремĕш çу кунĕ манăн фестивальте пуçланчĕ. Эпĕ юратнă юрăçа Миша Марвина куртăм. Вăл хорпа пĕрле юрлани кăмăла кайрĕ.

Ульяна:

- Фестивале кайнисенчен чи çамрăкки эпĕ. Кĕçĕн классен "Орлята Россиин" малтанхи тапхăрне пĕтĕмлетнĕ хыççăн Мускава фестивале çул тытнин хĕпĕртенĕвне каласа та пĕтерейместĕп.

 София:

- Эпĕ сцена çинче биатлон енĕпе Олимп чемпионне Ольга Зайцевăна тата Андрей Борисенко летчик-космонавта куртăм. Николай Цискаридзепе курнăçни те кăмăллă.

Çу уйăхĕ пуçланчĕ çеç пулин те чунра мĕн чухлĕ хĕпĕртенỹ. ВДНХара пулни ачасен асĕнче яланлăхах юлĕ.

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика