Медальсемпе таврăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2024, 17:51 Просмотров: 137

Мари Эл Республикинчи Кленовая гора поселокра Ачасен лигин триатлон енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта пирĕн муниципалитет округĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем те хутшăннă. Исмаиль Янтыков, Самира Янешева пĕрремĕш, Самина Мухаметзянова, Самира Салихова иккĕмĕш, Алсу Кучатова, Кира Рубцова, Милана Алексеева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех Даниил Иванов, Тимофей Иванов, Василиса Иванова, Ева Антонова, Анна Заббарова, Карим Камалдинов, Данир Рафиков, Елизавета Матвеева, Тимур Хамдеев, Тимур Налиба та аван ăмăртнă.

 Пĕрлех Раççейре мала тухассишĕн дуатлонпа эстафета чупнă. Мускав пĕрлештернĕ командишĕн пирĕн муниципалитетри Полина Хураськина та ăмăртнă. Вăл ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

 Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика