Экскурси асра юлĕ нумайлăха

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2024, 18:00 Просмотров: 203

Çулла - илемлĕ вăхăт! Уйрăмах ачасем ăна чун-чĕререн кĕтеççĕ - чи вăрăм каникул пуçланать. Вĕсем тăраниччен çывăрма, канма, выляма, сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ. Çавăн пекех похода кайма та май пур.

Кăçал Чăваш Енре Экологи культурипе çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăк пулнă май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 3 а класра вĕренекенсем ашшĕ- амăшĕпе пĕрле экскурсие вăрмана кайрĕç.

Выляса, чупса ывăннă хыççăн тăван тавралăхпа, ỹсен-тăранпа паллашрĕç. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ ачасен тимлĕхне вăйлатас тата творчествăлла пултарулăхне палăртас тĕллевпе мастер-класс йĕркелерĕ. Заданисемпе килĕшỹллĕн вĕренекенсем кăткăсен тата ытти хурт-кăпшанкăн пурнăçне, курăксемпе чечексене, йывăçсене сăнарĕç, компаспа усă курма, çут çанталăк илемне курма, сăн ỹкерме, вăрманта хăйсене тытма хăнăхрĕç. Хăш ỹсен-тăран мĕнле чиртен усăллине каларĕç, кайăксене сасран уйăрма тăрăшрĕç. 3 а класс ертỹçи пулнă май çут çанталăка упрамалли, йĕркене пăсни инкек патне илсе пыни пирки те асăрхаттартăм. В. Бианки, М. Пришвин тата ытти авторсен калавĕсене вулама сĕнтĕм. Çут çанталăк пуянлăхĕпе пĕлсе тата ăна сиенлемесĕр усă курмалли пирки тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе илемлетнĕ памяткăсене те ачасем хаваспах пăхрĕç.

Çамрăк ăрăва тăван тавралăха юратма, хăйсене тирпейлĕ тытма, çỹп-çапа пăрахма юраманнине вĕрентесси - аслисен тивĕçĕ. Çакна яланах шута хумалла.

Экскурси питĕ интереслĕ иртрĕ. Ачасемпе пĕрлех ашшĕ- амăшĕ те савăк кăмăлпа пуянланчĕ.

 Светлана УРУКОВА, класс ертỹçи

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика