Шăрăхра шыв илĕртет, анчах тимлĕ пулма та хистет

Категория: Публикации Опубликовано: 14.06.2024, 21:02 Просмотров: 131

РЕСПУБЛИКĂРА шыва кĕмелли сезон июнь уйăхĕнче старт илчĕ çеç пулин те шăрăх çанталăкра пурне те тимлĕхе ỹстермелли пирки калаçма сăлтав та пулчĕ, çак кунсенче çеç пĕр муниципалитет округĕнче 44 çулхи арçын юлташĕсемпе юханшыв хĕррине кайсан путса вилнĕ. Ку таранччен çак сăлтавпа виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă.

 Аса илтеретпĕр: Патăрьел муниципалитет округĕнче водолазсем Сител, Треньел кỹллисене, Патăрьелĕнчи, Турханти гидротехника сооруженийĕсене, Кзыл-Чишма çывăхĕнчи "Бюле" юханшыври гидроузела тĕрĕсленĕ. Шăрăх çанталăкра çыран хĕрри, шыв аслисене çеç мар, ачасене те илентерет. Çавăнпа та вĕсене хăйсем тĕллĕн унта ямалла мар. Урамра хĕвел хĕртнĕ вăхăтра ишсе киленес, уçăлас текенсенсемшĕн Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулта аслисен тата ачасен бассейнĕ кашни кунах ĕçлет. Чи шанчăклă тата хăрушсăр вырăн - спорт комплексĕнчи бассейнсем.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика