Ашшĕпе амăшĕ ячĕпе - Тав çырăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.06.2024, 21:17 Просмотров: 90

Юлашки вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Украинăри ятарлă çар операцийĕнче хăйсен служба тивĕçне пурнăçлакан салтаксен паттăрлăхне палăртса çине-çинех ашшĕ-амăшне тивĕçлĕ çĕршыв хуралçи çитĕнтернĕшĕн командованирен Тав çырăвĕсем килеççĕ. Вĕсене тăванĕсем, çывăх çыннисем пăлханмасăр та, хумханмасăр та вулаймаççĕ.

Акă, çак кунсенче çеç Патăрьелĕнче пурăнакан Наталья Ивановнăпа Олег Николаевич Петровсен ячĕпе те ывăлĕн çар чаçĕнчен ăшă сăмахсемлĕ Тав çырăвĕ çитнĕ. Сергей салтак тивĕçне таса чун-чĕрепе пурнăçланине палăртнă унта. Ырă хыпар 72 çулхи кукамăшне Валентина Мининăна та кăмăлтан савăнтарнă. Валентина Николаевна пилĕк ача амăшĕ. Унăн кĕçĕн ывăлĕ Александр та Украинăри ятарлă çар операцийĕнче нацистсене хирĕç кĕрешет. Тепĕр ывăлĕ вара Тинĕс-çар флотĕнче служба тивĕçне пурнăçланă.

- Тăван çĕршыва хỹтĕлекен салтаксене, çав вăхăтрах аслă мăнукăмпа кĕçĕн ывăлăма та чăтăмсăррăн киле тĕрĕс-тĕкел таврăнасса кĕтетпĕр. Вĕсене пурне те Турă пулăштăрах,- тет вăл хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн кĕл туса.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика