Кĕр, кĕрлерĕ Акатуй-Сабантуй!

Категория: Публикации Опубликовано: 14.06.2024, 21:18 Просмотров: 88

 Çĕр ĕçченĕ, тайма пуç сана!

Июнĕн 11-12-мĕшĕсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкă çитĕнекен ăрăва 19-мĕш хут тата 72-мĕш хут ака паттăрĕсене, çĕр ĕçченĕсене, çавăн пекех аякри-çывăхри хăнасене, ентешсемпе тус-юлташсене Акатуй-Сабантуя пуçтарчĕ. Çанталăкĕ вара чăнласах та хĕвеллĕ пулчĕ, уяв хавас кăмăлпа кĕрлерĕ.

Кăçал йăлана кĕнĕ уяв "Раççей - вăл эпир" ятпа иртрĕ. Мĕн авалтанах пыракан ырă йăлапа уй-хир ĕçченĕсем çурхи ака-суха вĕçленнĕ хыççăн Çĕр-аннемĕре тав туса пĕрле ларса ака пăтти çинĕ, чун савăнăçне пайланă, юрланă-ташланă, вăйă картине тăнă, çак ятпа кăпăклă сăра та вĕретнĕ... Ламран-лама куçса пыракан йăла-йĕрке хавшамасть, çултан-çул çĕнелсе, пуянланса çеç пырать. Çакă кăмăллă та! Чăваш, вырăс, тутар тата ытти наци çыннисем пĕр шухăшлă пулса Патăрьел муниципалитет округĕн тĕп уяне - Акатуй-Сабантуя - пуçтарăнса çуракине пĕтĕмлетни, ĕç паттăрĕсене, кăтартуллă тăрăшакан хуçалăхсемпе предприятисене халăх умĕнче чыс туни, вĕсен умĕнче пуç тайни - пĕрлехи пысăк савăнăç! 2024 çулхи уява Раççейри Çемье тата Чăваш Енри Экологи культурипе çут çанталăкпа тирпейлĕ усă курмалли çулталăка халалланă.

Яланхи пекех уяв капăрлатнă тĕп сцена умĕнчен пуçланчĕ. "Пĕрлĕхре -вăй!" ("Сила - в единстве") театрализациленĕ представленипе Акатуй-Сабантуя уçнă хыççăн тĕп сцена хăнасене, ăмăрту çĕнтерỹçисене пĕрин хыççăн теприне йышăнчĕ. Патăрьелсене илем кỹрекен, çĕр ĕçченĕн савăнăçне пĕрле пайлакан хăнасем ытти чухнехи пекех вăрлăхпа çĕр ани пĕрлешнине паллă тăвакан уява йышлăн хутшăнчĕç: Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР вице-премьерĕ - экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов, ЧР вице-премьерĕ - Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - Валерий Антонов, Роман Алексеев, Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи Александр Миронов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, депутатсем, çавăн пекех республикăри хăш-пĕр муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсем, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçисемпе ăмăрту çĕнтерỹçисем тата ыттисем те.

Ака-суха хыççăнхи аслă уява Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçрĕ, кĕскен ял хуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ, çĕр ĕçченне, ертỹçĕсене ырми-канми ĕçшĕн тав турĕ, малашне те пĕрлехи вăйпа тăрăшма ăнăçу сунчĕ.

ЧР вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн уяв саламĕн сăмахĕсене вуласа панă хыççăн Акатуй-Сабантуя хапăл тунă хăнасем кашниех Патăрьелсене çуракине ăнăçлă ирттерсе янă ятпа саламларĕç, экономика кăтартăвĕсемпе республикăра ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕç. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Сенаторĕнчен - "Единая Россия" партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕн пĕрремĕш çумĕнчен Николай Владимировран, РФ Патшалăх Думин депутачĕсенчен - Алла Салаевăран, Алена Аршиновăран, Анатолий Аксаковран, Крым Республикинчи Бахчисарай, Тутар Республикинчи Çĕпрел, Пăва, Спасс, Мордва Республикинчи Атяшев, Беларуç Республикинчи Витебск, Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕсенчен те ăшă салам сăмахĕсем çитрĕç.

2024 çулхи çураки пĕтĕмлетĕвĕпе "Агрофирма "Исток" (ертỹçи Александр Илюткин, тĕп агрономĕ Александр Смирнов, тĕп инженерĕ Вячеслав Цветков) пĕрремĕш, "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ (ертỹçи Петр Ялуков, тĕп агрономĕ Евгений Сейфуллин, тĕп инженерĕ Алексей Кудрявцев) тата "Красное знамя" СХПК (ертỹçи Петр Никифоров, тĕп агрономĕ Валерий Красников, тĕп инженерĕ Олег Нрти) иккĕмĕш, "Агрофирма "Корма" пĕрлешỹ (ертỹçи Александр Владимиров, "Труд" СХПК (ертỹçи Айрат Закиров) тата "Агрофирма "Куснар" (ертỹçи Александр Ахмеев) виççĕмĕш вырăнсенче.

Фермер хуçалăхĕсенчен Мария Лаврентьева хуçалăхĕ пĕрремĕш, Людмила Красновăпа Александр Петров иккĕмĕш, Камил Салиховпа Евгений Мартышкин фермерсем виççĕмĕш вырăнсенче.

Акатуй-Сабунтуй сцени çинчех тĕрлĕ шайра Хисеп грамоти, Тав хутне тивĕçнĕ ентешсене те ăшшăн саламларĕç. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене (отпуска килнисене) те сцена çинченех ăшă салам çитерчĕç, çĕнтерỹпе, сывлăхпа таврăнма ырă сунчĕç. У

явăн пĕлтерĕшлĕ пайĕсенчен пĕри - "Патăрьел муниципалитет огругĕн хисеплĕ гажданинĕ" ята тивĕçнĕ сывлăх сыхлавĕн ĕç тата спорт ветеранне - Иван Федорович Хитрова - саламлани пулчĕ.

Юлашки çулсенче уявра "Хĕвеллĕ" уçланкăна илем кỹрекенни - территори уйрăмĕсем халăхăн йăли-мешехипе, унăн культурипе, авалхи çипуçĕпе, апат-çимĕçĕпе çыхăнтарса хатĕрленĕ этнокомплексăн территорийĕ. Хальхинче те юмахри евĕр капăрлатнă çуртсемпе паллашма пурне те кăмăллă пулчĕ.

Уçланкăри аякранах курăнакан ытти вырăнсем те хăнасене илентерчĕç, тыткăнларĕç. Акă, "Эпир - Патăрьел пуласлăхĕ" территоринчи хастарсем ир пуçласа каçченех хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе уява пухăннисене тĕлĕнтерчĕç. Кунтах "Пысăккисем - ачасене валли" акци те иртрĕ, шăпăрлансем аслисемпе юнашар юрласа ташлама, выляма, савăнма пултарчĕç.

Çамрăксен "Çĕнĕ ăру - вăл эпир" ятпа хăйсен таврашне илентерекен каччăсемпе хĕрсем Акатуй-Сабантуй уявне уйрăмах чĕрĕлĕх, хаваслăх кĕртрĕç. Малашлăха хăйсен аллине илме хатĕрленекен çамрăксем хăйсен хастарлăхĕпе çеç мар, конкурссемпе квест-вăйăсенче, медиацентрта, телешкулта анлă тавракурăмне, çивĕч ăсне, вĕсем паянхи кун таппипе аталанса пынине яр уççăн кăтартса пачĕç. "Мисс "Акатуй-Сабантуй-2024" шоу-представлени, "Jusedance" шоу-балет çамрăксене çеç мар, пурне те тыткăнларĕ.

Патăрьелсем ĕçре те хастар, пĕрле канма та ăста. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен çураки хыççăнхи йăлана кĕнĕ уявĕ те çакнах çирĕплетсе пачĕ.

 Альбина ЕГОРОВА

 Ача-пăча кулли, юрри- ташши - уяв илемĕ

Июнĕн 11-мĕшĕнче "Хĕвеллĕ" уçланкăра "Яланах пултăр хĕвел" ятпа ачасен йăлана кĕнĕ Акатуй-Сабантуйĕ иртрĕ. Кăçал вăл 19-мĕш хут пулчĕ. Ăна Раççейри Çемье çулталăкне, Чăваш Енри Экологи культури тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка халалланă.

Савăнăçлă мероприятипе çамрăк ăрăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ăшшăн саламларĕ. Çуралнă кĕтесе, республикăна, çĕршыва юратмаллине, упрамаллине каларĕ, çитĕнекен ăрура пирĕн пуласлăх пулнине палăртрĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн ялавне хăпартма регионти тата Раççейри предмет олимпиадисенче мала тухнă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Роман Орлов тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Мериям Валитова тивĕçрĕç.

Июнĕн 12-мĕшĕ - Раççей кунĕ. Округри 14 тултарнă çамрăксене уяв умĕн вĕсен пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ документа - Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне - пачĕç. Хĕрсемпе каччăсем паспорта тытнă май хумханăвне, хĕпĕртĕвне ниепле те пытараймарĕç.

Ачасем валли йĕркелекен Акатуй-Сабантуйра яланах вĕренỹре, спортра, обществăлла ĕçре палăрнă вĕренекенсене тата вĕсене тарăн пĕлỹ парассишĕн ырми-канми тăрăшакан вĕрентекенсене чысласси йăлана кĕнĕ. Пĕтĕм Раççейри, тĕнчери, регионсем хушшинчи тата кĕçĕн классен республикăри интеллектуаллă вăййисен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене сцена çинче чысларĕç. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управлениĕн начальникĕ Ирина Рубцова, муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Гельсирень Абейдуллова Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класри Роман Орлова (вĕрентекенĕсем Алина Кузнецова, Юрий Васюткин), Амина Сафиулловăна, Юлия Кудановăна (Мария Шакмаева), Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти Роман Смирнова (Владимир Матюшкин), Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Ева Агашевăпа Александр Ларева, Лидия Александровăпа Анастасия Бахитовăна (Светлана Никитина), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Анастасия Красновăна (Светлана Кулакова), Динара Алеевăна (Гульнара Тазетдинова), Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти Нияз Земдиханова (Сириня Камалетдинова), Ихлас Шршана, Залина Хамбиковăна (Гелсирень Тазетдинова), Рамина Шамбазовăна (Гульнара Масяева), Ранель Гимаева, Данир Сулейманова (Гульнара Мухаметнурова), Азалия Алеевăна (Гелсирень Хайбуллова), Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Мериям Валитовăна (Закия Мтеева), Амина Пукачевăна (Гелнара Хусеинова), Карим Камалдинова (Нефися Чабаева), Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти Валерия Мыльниковăна (Елена Трифонова), Турханти вăтам шкулти Ксения Николаевăна, Серафима Фоминана (Татьяна Раевская), Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Азалия Ахметовăна (Милявше Хайбуллова), Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Анна Лисицынăпа Захар Николаева (Ольга Петрова), Елизавета Салминăна (Валентина Смирнова) ăшшăн саламларĕç.

Кзыл-Чишмари "Сэлэт-Батыр" çамрăксен центрĕ йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăннă Замира Юмаева, Олеся Задорова (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул), Киприян Шумилов (Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул), Рузиля Хамдеева (Ыхра Çырминчи вăтам шкул), Анна Белова (Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкул) Тав хучĕсене, вĕрентỹ системинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Светлана Едифанова, Елена Ильина, Наталия Казеева, Вероника Ендеева, Оксана Анисимова, Алина Иванова, Вероника Степанова, Владимир Кабаев, Галина Анисимова Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

 Уяв юрă-ташăсăр иртмест. Пĕчĕк артистсем юрри-ташшипе кашнин кăмăлне çавăрчĕç, куракансем пурне те алă çупса хавхалантарчĕç.

Ача-пăча Акатуй-Сабантуйĕ спорт мероприятийĕсенчен питĕ пуян пулчĕ. Çамрăксем кире пуканĕ йăтассипе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, велосипедпа ярăнассипе тата ытти тĕссенче хăйсен вăйне, пултарулăхне туллин кăтартма пултарчĕç.

Маттур спортсменсене - хаклă парнесем

 Акатуй-Сабантуй çулленех спорт мероприятийĕсенчен пуян. Кăçал та пĕр арена та пушă тăмарĕ, куракансем те туллиех пулчĕç. "Чирлисем" кăшкăрса та, шăхăрса та хавхалантарчĕç. Уйрăмах кĕрешекенсем патĕнче çын нумайччĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсенчен Антон Цветков, Максим Леонтьев (яшсем хушшинче), чăваш кĕрешĕвĕпе Булат Тумаков, "Корэш" мелĕпе Ринас Садаров, Сабир Асеинов (яшсем хушшинче) абсолютлă паттăр ятне тивĕçрĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсенчен виçе категорийĕсене кура Рамиль Дигашев, Андрей Козлов, Антон Цветков, Дмитрий Власов, çамрăксенчен Максим Леонтьев, Марсель Чебенов, Владимир Журавлев, Игорь Рябчиков, Савелий Кошкин, Юнус Вахитов, Адель Фазуллин, Евгений Майоров, Иван Сурков, хĕрсенчен Аделина Шарафутдинова, Арина Огурцова, Алина Платонова, Мила Сундуллова мала тухрĕç.

"Корэш" мелĕпе вăй виçекенсем те çуллен нумайланса пыраççĕ, çакна ырламалла çеç. Кăçал çамрăксенчен Сабир Асеинов, Ильшат Купкенов, Илнур Яфизов, Самир Мухамедшин, Фаяз Абитов, Алимхан Тухфетуллов, аслисенчен Ринас Садаров, Булат Тумаков, Ильнар Карама хăйсен вăйĕсемпе тĕлĕнтерчĕç.

Штанга йăтакансенчен Павел Быков, Артем Каруев, Екатерина Шапкина, Арина Иванова пьедесталăн чи çỹллĕ картлаçĕ çине тăчĕç.

Алă вăйне виçекенсем те нумайăн пулчĕç. Малти вырăнсене Нияз Шакуров, С. Калмыков, Р. Плешкова, Алина Платонова, Арина Иванова, Эльвина Сафина, Егор Ефимов, Лев Афанасьев йышăнчĕç.

Кире пуканĕ йăтассипе кашни ăру интересленет. Спорт ветеранĕсем те хастар хутшăнаççĕ. 55 килограмран сахалтарах таякан хĕрсенчен кире пуканне 81 хут çĕклесе Туçа хĕрĕ Екатерина Измайлова çĕнтерчĕ. Унпа пĕр тăван Ксения та спортăн çак тĕсне кăмăллать. Вăл 63 килограма çитичченхи виçеллисем хушшинче пĕрремĕш пулчĕ. Елена Манькован кăтартăвĕ те Туçасене савăнтарчĕ. Каччăсенчен Диаз Халитов, Арсений Кузьмин, А.Елкин чи нумай йăтаканнисем пулчĕç. Ветерансенчен Ильгизяр Махмутова çитекенни пулмарĕ. Хĕрарăмсем хушшинче Карина Плечова, арçынсенчен Фарид Мустафин палăрчĕç.

Арçын ачасем çавăн пекех çăмăл атлетикăпа 100 метра чупса ăмăртрĕç. Первомайскинчи Марат Лукин финиша пĕрремĕш кĕчĕ. Унăн юлташĕ Артем Савинов иккĕмĕш, Турханти Роман Сергеев виççĕмĕш вырăнта пулчĕç.

Хĕрачасем хушшинче каллех çĕнтерỹçĕ Первомайскинчен - Анна Суворова. Иккĕмĕш вырăнта - Аслă Чементи Лидия Капитонова, виççĕмĕшĕнче вара Турханти Милана Сымова. Х

ĕрачасенчен 2016-2017 çулсенче çуралнисем 400 метра чупрĕç. Самина Мухаметзянова пĕрремĕш, Самира Янешева иккĕмĕш, Дария Ерофеева виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Арçын ачасенчен Патăрьелĕнчи Рим Азмуков пĕрремĕш, Сабиль Салихов иккĕмĕш, Захар Карсаков виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

 800 метра арçын ачасенчен чи малтан "парăнтараканни" Первомайскинчи Роман Смирнов пулчĕ. Ун хыççăн Пăлапуç Пашьелĕнчи Артем Тихонов, виççĕмĕш Первомайскинчи Илья Савинов чупса кĕчĕç.

Хĕрачасенчен çак дистанцире пĕрремĕш вырăнта Первомайскинчи Валерия Гаврилова, иккĕмĕшĕнче Кристина Иванова, виççĕмĕшĕнче Ангелина Макарова пулчĕç.

2014-2015 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен Патăрьелĕнчи Мурат Шакуров (пĕрремĕш), Шупашкарти Василий Кадеев (иккĕмĕш), Патăрьелĕнчи Исмаиль Янтыков (виççĕмĕш вырăнта) маттур пулчĕç. Вĕсем 1600 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Хĕрачасенчен Патăрьелĕнчи Карина Ежована (пĕрремĕш), Турханти Милана Алексеевăна (иккĕмĕш), Хирти Пикшикри Идель Калмыковăна (виççĕмĕш) палăртмалла. 2012-2013 çулсенче çуралнисем 3200 метра чупрĕç. Арçын ачасенчен Патăрьелĕнчи Дамир Рафиков пĕрремĕш, Тимофей Иванов иккĕмĕш, Карим Камалдинов виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Хĕрачасенчен каллех Патăрьелсем харсăрлăхне кăтартрĕç. Самира Салихова (пĕрремĕш), Василиса Иванова (иккĕмĕш), Анна Заббарова (виççĕмĕш) пъедестала йышăнчĕç.

2010-2011 çулсенче çуралнисем 4800 метрлă дистанцире старта тăчĕç. Арçын ачасенчен Нăрваш Шăхалĕнчи Степан Едифанов малта, Глеб Фомин иккĕмĕш, Владимир Егоров виççĕмĕш вырăнсенче.

Хĕрачасенчен каллех Нăрваш Шăхалĕнчи Елизавета Иванова малта. Патăрьелĕнчи Азалия Салихова финиша иккĕмĕш, Кира Рубцова виççĕмĕш кĕчĕç.

Ветерансенчен финиша чăн малтан Хурама-Твар ялĕнчи Терентий Давыдовпа Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Михаил Фролов кĕчĕç. Турханти Геннадий Осиповпа Патăрьелĕнчи Николай Бабочкин иккĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Первомайскинчи Валерий Никитин вара - виççĕмĕш вырăнта.

Эстафетăра Первомайскисем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Аслă Чемен шкулĕнче вĕренекенсем виççĕмĕш вырăнта пулчĕç.

Ку хутĕнче Акатуй-Сабантуйра çемье команди шахматла выляни те кăмăллă пулчĕ. Пĕрремĕш вырăна Еншикри Красновсем (ашшĕ - Валерий, ывăлĕ - Тимофей) йышăнчĕç. Иккĕмĕшĕнче - Кĕçĕн Арапуçĕнчи Селивановсем (Владимир, Иван), виççĕмĕшĕнче - Кзыл-Камышри Салиховсем (Ахат, Керим).

Акатуй-Сабантуя урхамахсен ăмăртăвĕ илем кỹрет. Лашасем чупнине курма ватти-вĕтти пухăнать. Дистанцие кăçал чи кĕске вăхăтра парăнтараканни Л. Кошкин тытса пыракан Ворчун пулчĕ. Флюид (В. Краснов) - иккĕмĕш, Байран-Н (Э. Большаков) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА, Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика