ПУШАР надзорĕн сотрудникĕсем çулталăк тăршшĕпех вĕрентỹ учрежденийĕсенче, çын йышлă пуçтарăнакан чиркỹсемпе мечĕтсенче тата ытти коллективра пулса пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалли йĕркесемпе паллаштараççĕ, вут-кăвар алхасма е тата ытти хăрушлăх сиксе тухсан ачасене, çынсене инкекрен илсе тухмалли, эвакуацилемелли йĕркесемпе паллаштарççĕ, вĕрентỹсем ирттереççĕ. Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнчи пушар хуралĕн тата надзорĕн сотрудникĕсем вĕрентỹ управленийĕн представителĕсемпе пĕрле шкулсен çумĕнче çуллахи лагерьте канакансемпе çакнашкал "уроксем" ирттереççĕ. Çак кунсенче çеç Кзыл-Чишмара çамрăксен "Селэт-батыр" центрĕнчи пĕрремĕш сменăри ачасемпе пушар хăрушлăхне парăнтармалли вĕрентỹ ирттернĕ, инкекре васкавлăн эвакуациленнĕ, пĕр-пĕрне пĕрремĕш пулăшу панă тата ытти те.
Ноябрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 31 | 1
|
2 | 3 |
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |