Интернетăн анлă уçлăхĕнче çухалса каяр мар...

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 17:20 Просмотров: 104

ХАЛЬХИ вăхăтра Интернетăн анлă уçлăхĕпе çамрăксемпе юнашарах ватти те, вĕтти те усă курать. Паян вăл çĕнĕ хыпарсен çăлкуçĕ çеç мар, ултавçăсене чееленсе "кĕмĕл" ĕçлесе илмелли тухăçлă меслет те пулса тăчĕ. Мошенниксем кирек кам патне те шăнкăравпа тухма, социаллă сетьри сирĕн страницăсене çĕмĕрме, унпа хăйсен пайтишĕн усă курма пултараççĕ. Çавăн пекех ачасем çуллахи каникулта пулнипе усă курса вĕсене ансат та çăмăл ĕç сĕнсе укçа ĕçлесе илмелли "рекламăсене" те час-часах курма пулать. Социаллă тетелти менеджерсем çул çитмен ачасене СМС-кăпа та, шăнкăравласа та пуçĕсене çавăрма пултараççĕ. Ултавлă майпа ачасенчен ашшĕ-амăшĕн е хăйсен банк карттин номерне ыйтаççĕ. Асăрханăр, çакă пĕтĕмпех ултав! Телефон мошенникĕн серепине ан çакланăр!

Е тата Интернет уçлăхĕнчех маларах инвестици хывса укçа ĕçлесе илме май пуррине те пĕлтереççĕ. Çакă та чăн япала мар. Ку серепене аслисем ытларах çакланаççĕ. Темиçе кун каялла çеç республикăри МИХ хатĕрĕсенче Çĕмĕрлери 47 çулхи хĕрарăм пĕр эрнере 2 миллион тенкĕ ытла укçасăр тăрса юлнине çырчĕç. Шел пулин те кун пек тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра та пулсах тăраççĕ.

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика