Ача сасси çемьене илем кỹрет

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 17:21 Просмотров: 262

 ÇУТ тĕнчене килекен кашни пепкене ашшĕпе амăшĕ ырă пурнăç çеç сунать. Раççейри Çемье çулталăкĕнче "çĕнĕ кайăка" алла илекенсем вара тата ытларах телейлĕ тесшĕн. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçалхи пилĕк уйăхра 87 ача çуралнă. Вĕсенчен пĕр çемьене улттăмĕш пепке хутшăнса савăнтарнă, пиллĕкĕшĕнче пиллĕкмĕш, 13-шĕнче тăваттăмĕш чун тĕпренчĕкне алла илнĕ! Виççĕмĕшне çуратакан амăшĕсем 25ĕн пулнă. Ыттисене вара ЗАГС пайĕнче пĕрремĕш е иккĕмĕш хут аттепе анне пулнă ятпа саламланă.

Ачасене хỹтĕлемелли кун Мăшăрлану керменĕнче пĕрремĕш йĕкĕреше, Ыхра Çырминчи Рафаэлпе Иринăн чиперккисене - Аминăпа Камилăна - регистрацилени те ырă хыпар. Кун çути курнă пепкесем пурте сывă та телейлĕ çеç ỹсчĕр, çемьене илем кỹччĕр.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика