Ĕç шавĕ тăрать

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 17:27 Просмотров: 96

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хăйĕн пĕрремĕш çумĕпе - строительство, çул-йĕр хуçалăх тата тирпей-илем управленийĕн начальникĕпе Равиль Ямалетдиновпа округри строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Чи малтанах Ишлĕри шкул-сада çитнĕ. Кунта мĕн пур ĕçĕн 70 процентне вĕçленĕ, хальхи вăхăтра шыв кĕрекен тата тухакан пăрăхсене хураççĕ, шалти юсава тăваççĕ. Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи 34, 34Ỹ2, Киров урамĕнчи 1Б нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене "Картиш территорийĕсен юсавĕ" программăпа хăтлăх кĕртме пикеннĕ. Бордюрсене çĕннисемпе улăштараççĕ, асфальт сарма хатĕрленеççĕ.

Икĕ объектра та подряд организацийĕсем ĕçе вăхăтра вĕçлеме палăртаççĕ.

Первомайскинче масар патне каякан çула вак чул сарнă. Ăна пуçарулăх бюджечĕн программин пулăшĕвĕпе пурнăçланă.

- Çакăн пек пахалăхлă çул пурришĕн пурте савăнатпăр. Масар патне халь çăмăллăнах çитме пулать. Ку пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ Татьяна Тимофеева хăйĕн хĕпĕртĕвне пытармасăр.

- Çула Троица умĕн сарса пĕтерни питĕ лайăх пулчĕ. Подряд организацийĕ пысăк яваплăхпа тăрăшрĕ. Палăртнă вăхăта ĕçе пахалăхпа пурнăçларĕ, - тенĕ Рудольф Селиванов объектпа паллашнă май.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика