Кăçалхи тĕллевсем пысăкрах

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 17:28 Просмотров: 168

 Чăваш Республикинче ялсене хăтлăлатас тĕлĕшпе йышăннă пуçару бюджечĕн программи анлă сарăлса, вăй илсе пырать. Енчен те пĕлтĕр ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе 1063 проект пурнăçланă пулсан, 2024 çулта 1500 ытла проект конкурс витĕр тухнă. Вĕсем калăпăшĕпе тĕрлĕрен, анчах пурте пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ объектсем. Çавăнпа та халăх пуçарăвне шута илсе Чăваш Ен Правительстви укçа-тенкĕпе тивĕçтерме майсем тупни питех те вырăнлă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей АРТАМОНОВ:

- Юлашки çулсенче ял территорийĕсене аталантарас тĕлĕшпе халăх пуçарулăхĕ палăрмалла ỹсни савăнтарать. Ял çыннисем вĕсене хальхи вăхăтра мĕнле объект кирлĕрех пулнине шута илсе хăйсем суйласа илеççĕ: çул, спорт лапамĕ, шыва кĕмелли вырăн, патриотла проектсем е тата ытти те. Пирĕн тĕп тĕллев - ял территорисене комплекслă аталантарасси, мĕн пур хуçалăх формиллĕ предприятисене грантсемпе, субсидисемпе пулăшасси, халăха пурăнма хăтлăх кỹресси.

Сăмах май каласан, 2023 çулта Патăрьел муниципалитет округĕнче пуçару бюджечĕн программипе 21 проекта 31,2 миллион тенкĕлĕх пурнăçа кĕртнĕ. 2024 çулта ялсене хăтлăлатас тĕллевпе 31 проектпа (77,7 миллион тенкĕлĕх) тĕрлĕрен объекта хута ямалла. Вăл шутра Патăрьелĕнче, Çĕнĕ Ахпỹртре, Упамсара, Тутар Сăкăтĕнче, Пăлапуç Нурăсĕнче, Ыхра Çырминче, Первомайскинче, Шăхачра, Сăкăтра, Тутар Тимешĕнче, Тăрăнта, Шăнкăртамра автомобиль çулĕсене юсамалла, пилĕк ялта - Кĕçĕн Арапуçĕнче, Тури Чакăра, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче, Турханта, Кĕçĕн Патăрьелĕнче - масар территорине хăтлăх кỹмелле. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача сачĕн çурт тăррине çĕнĕрен витме, Турханти вăтам шкулта шыв пуссине тарăнлатма, Треньелĕнче спорт лапамне хăтлăлатма, Ишлĕре пĕвене тасатма, Упамсара çар тивĕçне тĕрлĕ çĕрте пурнăçланисен ячĕпе мемориал лартма палăртнă. Проектсен хакĕн пĕр пайне халăх хăйĕн пуçарулăхĕпе укçи-тенкине пуçтарнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулсеренех халăх пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе тăвакан ĕçсенчен пĕри - çулсене тирпей-илем кĕртни, урамсене вак чул, асфальт сарни. Кăçал та проектсен пысăк пайĕ çул тăвассипе çыхăннă. Апла пулсан вăл территори пайĕсенче вырăнти халăха пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри темелле.

 Юлашки çулсенче пуçару бюджечĕн программипе Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕ те тухăçлă та, ăнăçлă та ĕçлесе пырать. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕн пуçлăхĕ Станислав Никитин:

- Территори пайĕн тĕп тĕллевĕ - хамăр хутлăха кĕрекен виçĕ ял территорине те аталантарасси, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса парасси. Юлашки икĕ-виçĕ çулта эпир чăнах та пуçару бюджечĕн программипе анлă усă куратпăр. Кашни çулах çак мелпе ялсенчи çулсене, масар территорине тирпейлетпĕр. 2023 çулхи пысăк объектсенчен пĕри - Çĕнĕ Ахпỹртри Ленин урамне халăх хастарлăхĕпе асфальт çул сарма пикенни пулчĕ. Вăл кĕске мар - 1200 метр. Пуçарулăхпа халăхран çеç икĕ миллион тенкĕ укçа пуçтартăмăр. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, ял хăтлăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн чунне парса тăрăшакан Евгений Мартышкин фермер чылай пулăшрĕ. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 7865962,21 тенкĕ. Ĕçе икĕ тапхăрпа йĕркелерĕмĕр. Çулăн пĕр пайне иртнĕ кĕркунне сарса хăвартăмăр, тепĕр пайне шыв-шур типшĕрсенех пикентĕмĕр.

Нумай пулмасть çеç пуçару бюджечĕпе Çĕнĕ Ахпỹртрех Николаев урамне тикĕслесе вак чул сарса тирпейлерĕмĕр. Вăл та кĕскех мар - 870 метр. Халăхран 250 пин тенкĕ пуçтартăмăр.

Кăçалах республикăри пуçару бюджечĕн программин иккĕмĕш тапхăрĕпе çак ялтах кивĕ масар картине улăштарасшăн. Умне икĕ хапха тума палăртнă. Халăх пуçарулăхпа кар тăма хатĕр.

Тепĕр ырă ĕç пирки те каласа хăварасшăн. Территори пайĕнчи Татмăш ялĕнче çынсем пĕр шухăшлă пулса, хăйсем укçа пуçтарса масар пỹртне кирпĕчрен купаласа лартрĕç. Çветтуй Троица кунĕччен территорине тирпейлесшĕн.

Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра Çĕнĕ Ахпỹртре Раççей Федерацийĕнчи "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пуçламăш звенора медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕллевпе врач амбулаторийĕ туса лартрĕç. Халĕ кунта юлашки ĕçсем пыраççĕ. Çак программа пурнăçа кĕни те ял халăхĕшĕн, ача амăшĕсемшĕн, ватăсемшĕн пысăк савăнăç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика