Хăтлăх халăх пĕр шухăшлă пулнинчен те килет

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 17:28 Просмотров: 143

Кăçал пирĕн тăван ял пуçланса кайни 440 çул çитет. Çакă ентешсемшĕн истори пĕлтерĕшлĕ паллă пулăм. Вăрман çумĕнче тăватă ĕмĕр ытла каялла тĕпленнĕ Сăкăт ялĕ паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнче начар мар аталанса пыраканнисенчен пĕри.

Ялта икĕ хутлă капмар вăтам шкул, ача сачĕ, врач офисĕ, магазинсем пур. "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕ тулли хăватпа ĕçлени, аталану çулĕ çинче çирĕп тăни те ялта пурăнакансемшĕн паян çав тери пĕлтерĕшлĕ. Кооператив çынсене ĕçпе тивĕçтерет, вăхăтра шалу тỹлет, çăмăллăхсемпе те хавхалантарать, çав вăхăтрах тăван ял аталанăвĕшĕн те сахал мар тимлĕх уйăрать.

Чăваш Республикинче вырăнти çынсен ыйтăвне тивĕçтерес, вĕсене пурăнма хăтлă услови туса парас тĕллевпе пурнăçа кĕме пуçланă пуçарулăх бюджечĕн программи старт илнĕ хыççăн пирĕн территори пайĕ те май пур таран патшалăх паракан çăмăллăхпа усă курма тăрăшать. Ытларах çак мелпе ялти урамсене çул сарса çĕнететпĕр, çынсене çỹреме хăтлă услови туса паратпăр. Мĕн пурĕ ялта 23 урам шутланать. Вăл шутра пĕчĕкрех тăкăрлăксем те пур.

Хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕ - çулсеренех ял урамĕсене тирпейлесси, çулсене çĕнетесси, юсасси, çынсене çỹреме кирлĕ услови туса парасси. Çак тĕллевпе 2024 çулта республикăри пуçару бюджечĕн программипе Октябрьски урамĕнчи 980 метр çула асфальт сарасшăн. Ĕçе çывăх вăхăтра пуçăнма мĕн пур документ хатĕр. Объект пĕчĕк мар, 7 миллион тенкĕ ытла ларать. Вăл шутра халăх хастарлăхĕпе, пуçарăвĕпе 400 пин тенкĕ пуçтарнă. Урама хăтлăх кĕртме тата 800 пин тенкине шăпах "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕ (ертỹçи Петр Никифоров) куçарса пачĕ.

Чылай чухне хамăр пурăнакан вырăна, тавралăха тирпей- илем кỹме, капăрлатма, тасатма укçа-тенкĕ те кирлĕ мар. Урамсемпе тăкăрлăксене çỹп-çапран, ăпăр-тапăртан вăхăтра тасатса тăни, çуллахи вăхăтра вĕсене чечексем акни, йывăçсем лартни те хăй пĕр илем. Çак кунсенче çеç ферма ĕçченĕсем Юрий Чернов зоотехник ертсе пынипе ял масарĕнче субботник ирттерчĕç. Территори пайĕнчи администрацин, культура ĕçченĕсем тата ял хастарĕсем вара пĕр шухăшлă пулса кану паркĕнче, палăк йĕри-тавра тирпей-илем кỹчĕç, чечексем лартса капăрлатрĕç.

Наталия ЛАВРЕНТЬЕВА, Сăкăт территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика