Палăк - ял илемĕ, мăнаçлăх палли

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 17:31 Просмотров: 104

Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăксем - пирĕн пуласлăхшăн пуç хунă паттăрсене асра тытакан пысăк паллă. Вĕсем кашни ялта тенĕ пекех пур. Çапах та вăхăт иртнĕçемĕн чылайăшĕ кивелнĕ, юхăннă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене аталантармалли программăсем ăнăçлă ĕçлени шăпах палăксене юсама, хăтлăлатма, тирпей-илем кỹме май параççĕ. Юлашки çулсенче округри территори пайĕсем халăхăн шухăшне тĕпе хурса вăрçă паттăрĕсен ячĕпе çĕкленĕ палăк-монументсене пуçару бюджечĕн программипе çĕнетсе пыраççĕ те.

Марина Кошкина, Нăрваш Шăхаль территори пайĕн начальникĕ:

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Нăрваш Шăхалĕнчен 506 салтак хутшăннă. Шел пулин те вĕсенчен 260-шĕ тăван яла таврăнайман. Ял варринче шăпах çав паттăрсене хисеп туса лартнă палăк вырнаçнă. Иртнĕ çул эпир ăна Чăваш Республикин пуçару бюджечĕн программипе юсаса хăтлăлатрăмăр. Территорине те брусчатка сарса тирпейлерĕмĕр. Юсав ĕçĕ 598 пин тенке ларчĕ. Палăкăн сылтăм енне вăрçăран таврăнайман кашни паттăрăн ячĕпе хушатматне çырнă плиткăсем вырнаçтартăмăр. Ăна та ял халăхĕ кар тăнипе пурнăçларăмăр. Аслă Çĕнтерỹ 79 çул тултарнине ял халăхĕпе пĕрле юсаса капăрлатнă палăк умĕнче кĕтсе илтĕмĕр.

 Кăçал тепĕр сăваплă та пархатарлă ĕçе те хутшăнатпăр. Халăх пуçарулăхĕпех Нăрваш Шăхалĕпе Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи масар картине çĕнетсе территорие тирпейлесшĕн. Сăмах май каласан, çак кунсенче çеç Александр Никандровпа Геннадий Баскаков хастарсем хăйсен укçи-тенкипех масар çинче çурт туса лартрĕç. Юнашарах ĕç хатĕрĕсене хумалли пĕчĕк сарай та хăпартасшăн.

Владимир Никитин, Пăлапуç Пашьел территори пайĕн начальникĕ:

- Хальхи вăхăтра патшалăхăн ял территорийĕсене аталантармалли программипе усă курса яла чылай хăтлăлатма, çĕнетме, капăрлатма май пур. Паллах, ун пек чухне халăх кар тăни те, пуçаруллă пулни те кирлĕ. Ку тĕлĕшпе эпир май пур таран тăван тăрăх илемĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшатпăр. Пĕлтĕр, акă, пуçару бюджечĕн программипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕмĕрсене чыс туса лартнă палăка тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. 1152000 тенке ларчĕ кунти юсав ĕçĕ. 246 пин тенкине вара Пăлапуç Пашьелсем хăйсен тỹпине хыврĕç. Тăван ялтан çĕршыва хỹтĕлеме 280 çын фронта кайнă,135-шĕ таврăнайман. Малашне палăк территорине таса та тирпейлĕ тытасси, çеçкесем лартса ỹстересси - пирĕн пĕрлехи тивĕç.

 Пăлапуç Пашьел территори пайĕ пĕр ялтан çеç тăрать. Çапах та урамсене, тăкăрлăксене тирпейлемелли, çулсене йĕркене кĕртмелли пур-ха. Кăçал, сăмахран, Аптека урамĕнчи 425 метр çула пуçарулăх меслечĕпе юсама палăртнă. Малашне те пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли ĕçсене халăхпа сỹтсе явса йышăнăпăр.

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика