- Муниципалитет округĕнчи шкулсем хушшинчи ачасене вĕрентỹ тата воспитани парассине пĕтĕмлетỹ тăвакан рейтингра эпир иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Çакă вăл педагогсен тăрăшуллă ĕçĕ,- тет калаçăва пуçарса Аслă Чемен вăтам шкул директорĕ Наталия Адидатова. Малалла Наталия Ивановна Кристина Смолова (вĕрентекенĕ Алина Семенова) биологипе муниципалитет шайĕнчи олимпиадăра, Андрей Тарасов (Петр Макаров) физкультурăпа республикăри тупăшура призерсен йышне кĕнине палăртса хăварчĕ.
Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн виçĕ кружокĕ ĕçлет кунта - краеведенипе (Алина Ананьева), хутран модельсем ăсталассипе (Надежда Латышева), театр ĕçĕ-хĕлĕпе (Надежда Кошелева). "Овация" театр студийĕ каллех республика конкурсĕнче призер пулчĕ. "Сывлăхлă ăру" клуб ĕçлет. Петр Макаров физкультура учителĕ ачасене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарассишĕн сахал мар тăрăшать. Çитĕнекен ăру çăмăл атлетикăна та, йĕлтĕрпе чупассине те, волейболла... выляма та кăмăллать.
Çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен конкурсĕнче те кăтартуллă пулнăччĕ шкулта вĕренекенсем. Волонтерсем те ырă ĕçпе палăраççĕ. Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăкра шкул умне 20 туя хунавĕ лартнă. Чечек клумбисене çĕнетнĕ. Çĕнĕлĕх ытти çĕрте те пур.
Шкул çуртĕнчи стендсем тематикăпа çыхăнса тăраççĕ. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене те курма пулать. Шкул администрацийĕ ачасене ĕçе хăнăхтарса пырассине мала хума тăрăшать. Патăрьелĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшỹ çырса çитĕнекен ăрăва вĕренỹ учрежденийĕн таврашне тирпей-илем кĕртессине явăçтарать.
Финанс пĕлỹлĕхĕ те кирлех ачасене. Уроксенче çак темăна хускатаççĕ вĕрентекенсем. Перекет банкĕпе онлайн мелĕпе занятисем пулаççĕ. Кайран вĕренекенсем тест ыйтăвĕсене хуравлаççĕ. Паянхи кун питех те кирлĕ çакă. Мошенниксем "çывăрмаççĕ". Ачасен те банк карттисем пур-çке.
Педагогика кадрĕсен çулĕ çамрăках мар. Çавна шута илсе тин çеç çак ĕçе пуçăнакансене явăçтарса пыма тăрăшаççĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă Олег Бахмисов, акă, педагог-психолог тивĕçĕсене пурнăçлать. Пĕрлех обществознанипе вĕрентет. Ăна аслă категориллĕ вĕрентекен Альбина Сергеева çумне çирĕплетнĕ.
Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнчен ачасен сывлăха çирĕплетекен çуллахи кану лагерĕ ĕçлеме пуçланă. Унта 3 отряда 45-ĕн çỹреççĕ.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |