Адэля çемьере - пĕрремĕш, округра - 100-мĕш

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 18:01 Просмотров: 152

ШĂНКĂРТАМРИ Алсупа Айрат Хайрутдиновсемшĕн Раççейри Çемье çулталăкĕ икĕ хутчен паллă йĕр хăварĕ. Юратнă мăшăр çак кунсенче пĕрремĕш пепкине алла илнĕ. Адэля ят панă вĕсем чун тĕпренчĕкне. Хĕрача Патăрьел муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕн страницине тепĕр паллăпа та çырăнса юлĕ. Вăл 2024 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çут тĕнчене килнĕ 100-мĕш пепке! Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн те икĕ хут савăнăç. Ку таранччен Мăшăрлану керменĕнче шута илнĕ "çĕнĕ кайăксенчен" 52-шĕ пулас пăхаттирсем, 48-шĕ вара каччăсен чĕрине тыткăнлакан чиперккесем çитĕнĕç.

Яндекс.Метрика