Мотоцикл ачасемшĕн астармăш вăйă мар, теветкеллĕ транспорт!

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 18:02 Просмотров: 152

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комиссин кашни ларăвĕнче тенĕ пекех 18 çул тултарман ачасем водитель удостоверенийĕсĕр мотоцикл, автомашина рулĕ умне ларни пирки ĕç пăхса тухаççĕ. РФ административлă Кодексăн 5.35 статйипе çакăншăн пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕ явап тытать. Иртнĕ лару та çакнашкал тĕслĕхсĕр иртмерĕ. Шăнкăртамри çул çитмен пĕр ача ют çынран мотоцикл илсе 22 сехет хыççăн урамра ярăнса çỹренĕ. Юрать-ха, вăл йĕрке хуралçисен куçĕ тĕлне çакланнă. Унсăрăн техникăпа çỹреме хăнăхманскерĕн инкек курасси те, сывлăха сиенлесси те çавăнтах сиксе тухма пултарать.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ!

Мотоцикл ачасемшĕн астармăш вăйă мар, теветкеллĕ транспорт. Çавăнпа та, ăна туянса пама васкамалла мар!

Яндекс.Метрика