Аслă Чементи вăтам шкулти сывлăха çирĕплетекен "Солнышко" лагерьте Экологи кунĕ иртнĕ. Ăна Экологи культурипе çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка халалланă. Ирхи апат хыççăн ачасем вăййа хутшăннă. Вĕсен "Çут çанталăка упратпăр" ятпа 6 станци витĕр тухмалла пулнă: "Эрудит", "Таса шыв", "Юмахсенчи ỹсен-тăран", "Экологи плакачĕ", "Юрă-кĕвĕ", "Вăрманти сукмак".
Отрядсенче сывлăхпа çыхăннă "Симĕс аптека" ятпа калаçусем иртнĕ. Вĕсенче хурт-кăпшанкă сăхсан пĕрремĕш пулăшу мĕнле памаллине аса илнĕ. Çавăн пекех сиплĕ эмел курăкĕсемпе паллашнă.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине мала хунă ачасем. Наркомание сивлемеллине ăнланнă.
Кăнтăрла хыççăн "Хаваслă стартсем" иртнĕ.
Октябрь 2024 |