Июнĕн 22-мĕшĕнче - çветтуй Троица уявĕ. Ун умĕнхи шăматкун вара православи тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансем вилнĕ тăванăмăрсене асăнма масар çине каяççĕ. Масар - таса та сăваплă вырăн. Çакна асра тытса унта тăтăшах субботниксем ирттермелле, хамăра йĕркеллĕ тытмалла, вил тăприсене вăхăтра тирпейлемелле, юхăнса кайма памалла мар.
Вилнĕ тăванăмăрсене масар çине кайса асăнмалли кунхине пирĕн тăрăхри хăш-пĕр ялсенче эрех-сăрапа каяс йăла пур. Çакă ырă пулăм мар. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей:
- Пиртен ĕмĕрлĕх уйрăлнă тăванăмăрсен чунĕсене çылăхĕсенчен тасатас тĕллевпе вĕсене асăнтараççĕ. Вилнисене килте асăнни те питĕ усăллă, çапах та чиркỹре асăнтарса пай кăларттарни тата сăваплăрах.
Масар çинче ĕçкĕ-çикĕ кăларни вырăнсăр. Ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă тăванăмăрсем патне килсен чăн малтанах çурта çутмалла та чун-чĕререн кĕл тумалла. Ятарлă лития е акафист вуласан лайăх. Ун хыççăн пытарнă çынсен канлĕхĕшĕн Турă çăкăрне çимелле. Асăннă чухне çак сăмахсене каламалла: "Эй, Турă, Хăвăн вилнĕ чурусенĕн, манăн аттемпе аннен, пур тăван-хурăнташăмсенĕн (ячĕсене асăн) чунĕсене тата пĕтĕм Православи халăхĕн чунĕсене канăçлăх пар тата вĕсен ирĕкпе е ирĕксĕр тунă çылăхĕсене каçарса Çỹлти Патшалăхна кỹрт".
Октябрь 2024 |