Ĕмĕр ĕмĕрлесси никамшăн та уй урлă каçасси çеç мар. Пурнăçăн хỹри те пăрăнăç теççĕ тата. Пĕр ассăр кун кунланă чухнех темĕн те сиксе тухма пултарать. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче 63 çул мăшăр пурнăçпа пурăнакан Илья Васильевичпа Мария Яковлевна Ильинсен те ку таранччен çемьере темĕнле йывăрлăха та парăнтарма тивнĕ. Унсăрăн епле-ха?
Тăван çĕршывран аякра, инçетри Казахстан çĕрĕ çинче пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштернĕ каччăпа хĕр хăйсен таса туйăмне паянхи кун та чыслăн упрани вара çемьешĕн чи пысăк пуянлăх! Çакăншăн савăнса пурăнаççĕ те паян Ильинсем. 5 ачипе 11 мăнукĕ, 7 кĕçĕн мăнукĕ - йăх-несĕлĕн ырă тăсăмĕ. Вĕсем хальхи вăхăтра тăххăрмĕш теçеткене çывхаракан аслашшĕпе асламăшĕшĕн, кукашшĕпе кукамăшшĕн пулăшу çеç мар, хавхалану та, мăнаçлăх та. Улми йывăççинчен аякка ỹкменнине паян ял-йыш та хак парать, ĕçчен те хисеплĕ çемьене сума сăвать.
- Тăрăн ялĕнчен качча килсе тĕпленме тиврĕ мана Вăрманхĕри Шăхалне. Ачалăхăм çăмăл иртмерĕ. Питĕ лайăх ас тăватăп, пĕчĕкĕллех пирĕн ура çине ĕне пуснă. Аттепе аннерен питĕ çамрăкла юлнă тăватă пĕртăван кашниех шăм-шак хытса çитичченех пилĕк авнă, çăкăр-тăварлăх, кĕпе-йĕмлĕх ĕçлесе илме тăрăшнă. Çак тĕллевпех эпĕ те 16 çултах малтан Мускав çывăхне, каярахпа Иваново облаçне аслăраххисемпе юнашар торф кăларма кайрăм. Ĕçĕ, паллах черченкĕ хĕрача валли çăмăл пулман. Çапах та укçине алла илсен çав тери савăнаттăмăр.
Çити-çитми пурнăç Казахстана та илсе çитерчĕ. Мĕншĕн тесен килте тырă пулман. Вăл пирĕншĕн çăлăнăç вырăнĕнче шутланнă. Çавăнпа та ялти çамрăксемпе эпĕ те инçе çула тухрăм. Эпир вара виçĕ хĕрача пĕр машина тырă илсе килнĕччĕ. Качча килсен колхозра, стройка ĕçĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухрăм, - аса илчĕ Мария Яковлевна пурнăçри çăмăл мар кунсене.
Казахстанра çерем çĕрсене уçма кайнă тапхăр чылай çамрăка пĕр-пĕринпе паллаштарнă çеç мар, çемье çавăрма та пулăшнă темелле. 1957-1961 çулсенче Илья Васильевич та ашшĕ- амăшне пулăшас тĕллевпех унта тăрăшнă. 18 çулти каччă çерем çĕр уçнă вырăнсенче тракторпа тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Сăмах май каласан, кил хуçи унта хастар ĕçшĕн тивĕçнĕ паллăна паянхи кун та типтерлĕн упрать.
- Хамăн пурнăç шăпине, мăшăрăма инçет çултан тупса килтĕм. Мухтав Турра, 63 çул хушшинче пĕр-пĕрне усал сăмах каласа та, кăшкăрса е ытти сăлтавпа та кỹрентермен. Вăл манăн яланах ĕçчен те шанчăклă, тỹрĕ чунлă пулнă. Казахстанра чухнех çемье çавăрнă хыççăнах мана тỹрех салтака илсе кайрĕç. Мускав çывăхĕнчи ракета çарĕнче виçĕ çул службăра пултăм. Мăшăрăм вара мана салтакран пĕччен мар, аслă ывăлăмпа кĕтсе илчĕ. Питĕ савăннăччĕ ун чухне...- калаçăва хутшăнчĕ Илья Васильевич.
Çемье пуçлăхĕн ĕç стажĕ 48 çула яхăн. Вĕсенчен 27 çулне вăл тракторпа тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Колхозра яланах ăмăртура малтисен ретĕнче, унăн сăнĕ Хисеп хăми çинче пулнă.
Ĕç ветеранĕсем паян икĕ хутлă хăтлă çуртра иккĕшех пурăнаççĕ. Хăйсен ĕмĕрĕнче вĕсем нумай-нумай йывăç лартса ỹстернĕ, икĕ хĕрпе виçĕ ывăлне ура çине тăратнă, çав вăхăтрах виçĕ çурт лартнă. Урăхла каласан, чăн-чăн çемье çынни хăйсен аллипе, вăйĕпе хăтлăх тунă, тивĕçне пурнăçланă. Канлĕ ватлăхра халь юратнă мăшăр пĕр-пĕрне тĕрев парса пурăнаççĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |