Наркотик - вилĕм сукмакĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 18:10 Просмотров: 153

Сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас тĕллевпе тата Пĕтĕм Раççейри наркотика хирĕçле акцие хутшăнса муниципалитет округĕнчи тĕп библиотекăра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти лагере çỹрекен ачасемпе "Наркотик - авăра путаракан утăм" темăпа уçă калаçу иртнĕ. Унта тĕп больницăри Надежда Надина нарколог тухтăр та хутшăннă.

Малтанах библиотекăн тивĕçтерỹ пайĕн заведующийĕ Наталия Ракова çитĕнекен ăрăва "Эпир наркотиксăр пурнăçа суйлатпăр" кĕнеке куравĕпе паллаштарнă.

 Надежда Надина наркоман пурнăçĕ мĕнпе вĕçленессине каласа панă. Çын унпа туслине ятарлă тестпа пĕлме пулнине палăртнă.

"Ытларах чухне малтанласа ачасем сигарет туртма пикенеççĕ, кайран наркотик тутанса пăхаççĕ. Çакă вара малашне вилĕм патне илсе çитерме те пултарать.

Наркотика хăнăхсан сивлейместĕн. Çуртри хаклă япаласене те унпа улăштаракансем пур. Вăрлас çул çине тăракансем те тĕл пулаççĕ. Наркотик пĕрремĕш хут тутанса пăхнăскерех наркоман пулса кайма пултарать. Ăна хăрушă тĕлĕксем курăнаççĕ. Сыватма май çук чирсем пуçланаççĕ. Вилĕм аллине лекетĕн. Спортпа туслă пулăр, сывă пурнăç йĕркине килĕштерĕр",- тенĕ Надежда Борисовна.

 Ачасем тухтăра тĕрлĕ ыйту панă.

Мероприятинче çавăн пекех "Юрать е çук" вăйă вылянă. "Наркомания. Точка невозврата" видеоролик пăхнă.

 Пурне те библиотекăн информаци центрĕн ĕçченĕсем "Çук тесе калама хăнăх" ятпа хатĕрленĕ асра тытмалли пĕлỹсен пуххине панă.

Çын сывлăхĕ кашнийĕшĕнчен хăйĕнчен, мĕнле тытнинчен килет. Наркотиксем çитĕнекен ăрăва савăнăçран, шанăçран, ирĕкрен хăтараççĕ. Юлашкинчен вилĕм патне илсе çитереççĕ. Çапла пĕтĕмлетỹ турĕç юлашкинчен.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика