Çул-йĕр çинче çуллен автотранспорт шучĕ ỹссе пырать. Çакна хирĕçлейместĕн. Пирĕн вара çул çỹремелли йĕркесене пăхăнма тивет. Ачасене те çакăн пирки асăрхаттарса тăмалла. Çавна шута илсе Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула лагере çỹрекенсемпе çул-йĕр правилисене аса илмелли кун ирттернĕ. Малтанах çитĕнекен ăру "Светофор наукисен шкулĕ" вăййа хутшăннă. Унтан "ПДДна "5"лĕх пĕлетпĕр-и?" викторина иртнĕ.
Ачасем пурнăçра автомашина кирлине ăнланаççĕ. Асăрханулăх çитмен чухне вара çул урлă каçнă май та инкеке кĕрсе ỹкме пултараççĕ. Статистика кăтартăвĕсем шăпах çуллахи каникул вăхăтĕнче çакнашкал тĕслĕхсем ытларах пулнине çирĕплетеççĕ.
"Çул-йĕрĕн çĕнĕ паллисем" ỹкерчĕксен конкурсне ирттерчĕç. Кашнийĕ вĕсем мĕне ăнлантарнине каласа пачĕç. Вăййа хутшăннă май çул-йĕр паллисене тепĕр хут тĕплĕн аса илчĕç.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |