Помидор тухăçлă пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 18:19 Просмотров: 174

 Паллах, пур ỹсен-тăран та тухăçлă япаласем пулсан лайăх çитĕнет. Чылайăшĕ лавккаран туяннă удобренипе усă курма тăрăшмасть, халăх мелне шута илет. Помидора апатлантармалли темиçе мел сĕнетпĕр.

Кĕлпе: 1 стакан кĕле 10 литр шывра ирĕлтермелле. Помидор йăранне сапмалла.

Çĕпрепе: 1 хутаç типĕ çĕпрене 2 апат кашăкĕ сахăрпа хутăштармалла, кăштах ăшă шыв ямалла. Çак хутăша 10 литр шывра ирĕлтермелле. Помидорăн пĕр тĕпне хатĕр шĕвеке çур литр сапмалла.

Ĕне выльăх тислĕкĕн шĕвекĕпе: витрене çурри таран тислĕк ямалла, унтан шыв тултармалла та хупса пĕр эрне лартмалла. Ун хаççăн 1 литр шĕвеке 10 литр шывпа хутăштарса пĕр тĕп помидора 1 литр сапмалла.

Вĕлтĕренпе: пысăк савăтăн 2Ỹ3 пайне çамрăк вĕлтĕрен тултармалла та шыв ямалла, хупса 7-10 кун лартмалла. Унтан йỹçнĕ 1 литр шĕвеке 10 литр шывпа хутăштарса кашни тĕп помидора 1-2 литр шăвармалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика