Анне те пулать ытлашши

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 18:19 Просмотров: 90

Мăшăрпа канашланă хыççăн ялта çурт туянас терĕмĕр. Эпир килĕштернĕ пỹрте çамрăк мăшăр сутрĕ. Ашшĕ-амăшне кирлĕ мар, кусемшĕн те вăл "çăпан" вырăнĕнче çеç иккен. Хуçи, кинемей, çулталăк каяллах ĕмĕрлĕхех куçне хупнă, ăна пытарнăранпа никам та пурăнман, килсе те пăхман. Халь сутма çеç хуларан ятарласа çитнĕ.

 - Эсир çуртри япаласене хăçан илсе каятăр? - ыйтрăм эпĕ.

 - Эпир турăшсене илтĕмĕр, ыттисене вара кăларса пăрахма пултаратăр, - терĕç пире çамрăксем. Пỹрт стени çинче сăн ỹкерчĕксем туллиех, аслисенчен пуçласа ачасем таранах пур. Вĕсем пирĕн çине тунсăхлăн пăхаççĕ. Мана темшĕн хамăн ачалăх аса килчĕ. Унччен ялсенче кашни килтех сăн ỹкерчĕксене стена çине çакатчĕç. Çапла пĕринче çуллахи каникул вăхăтĕнче кукамай патне килтĕм те - рамка ăшне вырнаçтарнă йăмăкпа манăн сăн ỹкерчĕксене те унта асăрхарăм.

 - Эпĕ ирхине тăратăп та аттепе аннене пуç таятăп, мăшăра чуп тăватăп, ачасене йăл кулатăп, сире вара куç хĕсетĕп, çапла кун пуçланать те, - тенĕччĕ вăл. Кукамай вилнĕ хыççăн унăн сăн ỹкерчĕкне те стена çине вырнаçтартăмăр. Кашни каймассерен эпир ун çине ăшшăн пăхатпăр. Çакăн хыççăн пỹртре те çутăрах пек, кăмакаран пиçсе тухнă кукăль тата вĕретнĕ сĕт шăрши сарăлнăн, çывăх çыннăмăр юнашарах çỹренĕн туйăнать.

Кукаçие эпир курман, вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ. Унăн сăн ỹкерчĕкĕ шăпах варринчеччĕ, кукамай пире ялан мăшăрĕ пирки каласа паратчĕ. Эпир арçын çине тимлĕн пăхаттăмăр, вăл пире хамăрпа юнашарах ларнăн туйăнатчĕ. Тĕлĕнмелле пекчĕ: кукамай ватăлнă, кукаçи вара çап-çамрăк. Халь ак иккĕшĕн сăн ỹкерчĕкĕсем юнашарах...

Маншăн паян стена çинчи, альбомри сарăхма пуçланă сăн ỹкерчĕксем питĕ хаклă. Çавăнпа та килтен япаласем илсе кайма каласан пĕр шухăшламасăр вĕсене илĕттĕм. Кунта вара вĕсене ниме юрăхсăр япаласем вырăнне хучĕç. Мĕн тăвăн - хуçа ирĕкĕ. Анчах пирĕн ачишĕн, мăнукĕсемшĕн пурăннă хĕрарăмăн япалисене кăларса пăрахма алă çĕкленмерĕ, вĕсем вара... Ăçтан çурт хуçин пурнăçĕ пирки пĕлтĕмĕр тесшĕн-и? Вăл çырнă çырусенчен. Малтанласа кинемей вĕсем патне янă-ха, кайран хуравсем пулманран килĕнчех хăварнă. Çывăх çыннисене мĕнле юратнине, тунсăхланине пĕлтерсе çырнă хут листисене сунтăхра упранă. Çылăхăма каçарттарса çакна калас килет - вуласа тухрăмăр. Çакăн хыççăн мĕншĕн яманнине те ăнлантăм. Вăл вĕсене кирлĕ маррине питĕ лайăх ăнланнă, кайран, хăй вилсен тупса вуласса шаннă. Çырусенче вара пурнăç историне, вăрçă вăхăтне, хăйĕн ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-аслашшĕ, вĕсем каласа панисене, çемьери йăла-йĕркене çырнă. Мĕнле кăларса пăрахмалла-ха çакна?

- Атя ачи патне кайса паратпăр? - куççуль витĕр йăлăнса ыйтрăм упăшкаран.

- Вăл кинемей мăнукĕсенчен лайăхрах тесе шухăшлатăн-и? - терĕ мăшăр шухăшлăн. - Пĕрре те пулин килсе курман-çке...

 - Тен, ватă, чирлĕ, тухса та çỹреймест, - терĕм татах.

- Апла пулсан атя шăнкăравласа пăхăпăр. Кинемей мăнукĕсенчен телефон номерне илтĕм те шăнкăравларăм. Трубкăна хĕрарăм тытрĕ, сасси унăн янăравлăн илтĕнчĕ.

 - Ай, кăларса пăрахăр-ха вĕсене пурне те! Вăл пирĕн пата пачки-пачкипе çыру çыратчĕ, эпир юлашкинчен вĕсене вуламан та. Унăн вăхăчĕ нумай пулнă, ним тума аптăранăран супăшса çырнă ĕнтĕ, - терĕ. Мăшăр итлесе те пĕтермерĕ, телефона сỹнтерчĕ.

 - Çак хĕрарăм юнашар тăнă пулсан аван тăн кĕртнĕ пулăттăм, - терĕ тарăхса.

Пỹрт-çурта тирпейленĕ май тĕпсакайне те черет çитрĕ. Унта вара тăварланă пахча çимĕç, кăмпа, варенисем туллиех. Кашнине хут çыпăçтарса, ун çине çырса хунă:"Ванюшăн юратнă кăрăç кăмписем", "Анатолий валли тăварланă хăяр", "Сашенька валли вăрман хăмла çырлийĕ"...

Анна Лукьяновнан, пирĕн çурт хуçин, 6 ача пулнă. Шел пулин те, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ тĕрлĕ сăлтава пула ир вилнĕ. Кĕçĕнни çеç, пур япалана та кăларса пăрахма хушаканни, сывă. Анне чĕри... Ачисене, мăнукĕсене куллен кĕтнĕ, вĕсем паян мар пулсан ыран хăйĕн патне килессе шаннă, пахча çимĕçне, кăмписене тăварланă. Иртнĕ çул та 93-ри кинемей кăмпа, çырла татса хĕле валли хатĕрленĕ, чун тĕпренчĕкĕсене кăштах та пулин савăнтарас тенĕ. Вĕсем вара...

Алиса АТРЕЙДАС

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика