ÇАК кунсенче пирĕн ентешĕмĕре, Шупашкарта пурăнакан (Татмăш хĕрĕ) виçĕ ача амăшне Надежда Цветковăна Чăваш Республикин Общество палати тата Пĕтĕм Раççейри шыври çăлавçăсен обществи Атăлта путма пуçланă икĕ çыннăн пурнăçне çăлнăшăн тав тунă, парне тата Кубок панă. Çамрăк хĕрарăм шыв хĕрринче каннă чухне чăн малтанах путма пуçланă хĕре асăрхаса унăн пурнăçне çăлма васканă. Ăна туртса кăларнă хыççăн унпа пĕрле каччă та пулни çинчен пĕлсен хĕрарăм ним шутласа тăмасăрах тепĕр хут шыва чăмнă, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çамрăка та туртса кăларнă.
Республикăра çу уйăхĕн пĕрремĕш уйăхĕнчех шыва путса вилнĕ е путма пуçланă тĕслĕхсем çине-çинех пулчĕç. Хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр тенĕ евĕр, шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли пирки никамăн та манмалла мар. Ишме лайăх пĕлменни - пысăк теветкеллĕх.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |