ВЫРĂССЕН "Тихо едешь, дальше будешь" текен каларăшне шăпах çакăн пек ăнланмалла та. Автомашина рулĕ умĕнчи водитель кирек хăçан та яваплăха туйса, çул-йĕр правилине пăхăнса çỹремелле. Унсăрăн... Акă, çак кунсенче çеç Вăрманхĕрри Шăхалĕнче çурçĕр иртсе 2 сехетре пулнă аварин сăлтавĕ водительтен хăйĕнчен çеç килнĕ. Çакскер маларах çул çинче автомашина хăвăртлăхне ỹстернĕшĕн сакăр хутчен (!) административлă майпа айăпланнă пулин те хăйне валли тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ туман. Хальхинче те 24 çулхи водитель çак сăлтавпах çулăн сылтăм енне тухса кайса васана, çул айккине чăмнă. Инкекре водительпе пĕрле тата тăватă çын аманнă. Юрать-ха авари синкерлĕ вĕçленмен...
Ноябрь 2024 |