ХАЛЬХИ вăхăтра час-часах телефон мошенникĕсем пирки çыратпăр, калаçатпăр пулин те вĕсен серепине çакланакансем çав-çавах нумай. Çулталăк пуçланнăранпа çеç çынсем ултава ĕненсе республикипе 300 миллион тенкĕ укçа куçарса панă! Патăрьел муниципалитет округĕнчи йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем кун пирки асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те, пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çакăн пек тĕслĕхсем нумай. Çавăнпа та аслă çулхи çынсене уйрăмах ултавçăсемпе, палламан çынсемпе телефонпа калаçма юраманни пирки ăнлантармалла. Çамрăксен те ют шăнкăравсене тỹрех татмалла, никампа та шанса калаçмалла мар.
Ноябрь 2024 |