"Санпала паян, Пăла, ас илетпĕр иртнине"

Категория: Публикации Опубликовано: 29.06.2024, 06:37 Просмотров: 53

 Чуна пырса тивекен юрăри çак сăмахсем уяв сцени çинчен вăрман çывăхĕнчи уçланкăра таврана ян! та ян! саланчĕç, куç умне Пăлан ĕлĕкхи сăнне кăларса тăратрĕç....

Патăрьел муниципалитет округĕнче "Раççей çăл куçĕсем - Чăваш Ен çăл куçĕсем" республикăри экологи фестивалĕ иртрĕ. Ишлĕ ялĕ хĕрринчи илемлĕ кỹлĕ çумĕнчи уçланкăра йĕркеленĕ пĕрремĕш экофестиваль кăмăллă иртсе кайрĕ. Чăваш Енри Экологи культури тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка халалланă мероприятие хутшăннисемшĕн те вăл чылайлăха асра юлĕ.

Фестивале Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç, кашниех хăйсен сăмахĕнче Турă панă çут çанталăк илемне, унăн пурлăхне, пуянлăхне упрасси, çăл куç территорийĕсене хăтлăх кỹресси, вĕсене яваплă çынсем, организацисем çумне çирĕплетесси тата ытти пирки те каларĕç, çак ыйтусене çавра сĕтел тавра та сỹтсе яврĕç.

 - Икĕ çул каялла муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсем хушшинче йĕркеленĕ экологи конкурсĕнче "Пăла пуçламăшĕ" проектпа Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул (директорĕ Светлана Едифанова) çĕнтерчĕ. Каярахпа çак проект республика программине кĕчĕ. Малашне ăна пĕрлехи вăйпа тата ытларах сарăпăр, анлăлатăпăр, Пăлана ĕлĕкхи евĕр тулли те таса тăвас, унăн çыранĕсене тĕреклетес тĕллевпе ĕçлĕпĕр,- терĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та çак шухăшсенех çивĕчлетрĕ: "Аслă ăру çыннисем Пăла мĕнле илемлĕ те тулли пулнине ас тăваççĕ. Вăрçă çулĕсенче те 128 çухрăма тăсăлакан çак юханшыв çинче халăх 16 шыв арманĕпе усă курнă! Пирĕн паянхи тĕп тĕллев - çĕнĕ çăлсене тупса малалла пурнăç парнелесси, вĕсене яваплă организацисем çумне çирĕплетесси, туризма аталантарасси, "Экологи сукмакне" пуянлатасси. Хальхи вăхăтра республикăра наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн тасатакан сооруженисем тăватпăр, çỹп-çап тăкмалли вырăнсене хăтлăлататпăр, вăрмансене сыхлас тĕлĕшпе те тимлетпĕр. Çакă пĕтĕмпех регионта экологи лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă".

Экофестивале хутшăннисене Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Пĕтĕм Раççейри "Русское географическое общество" обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Инна Никонорова та саламларĕç, таса сывлăш, тăрă та сиплĕ шыв экологи культурин тĕп тĕллевĕ пулнине палăртрĕç.

Уяв сцени çинчен республикăри муниципаллă округсенче çăл куçсене хăтлăх кĕртессипе йĕркеленĕ конкурсра мала тухнă хастарсене Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Тав хутне парса чыс турĕç. Пирĕн муниципалалитет округĕнчен çак чыса Шăхач, Алманчă, Первомайски территори пайĕсем тивĕçрĕç. Тăван çĕршыв, юратнă тавралăх пирки шăрантарнă юрăсем вара фестивале тата ытларах чĕрĕлĕх кĕртрĕç.

Чăваш Республикинче йĕркеленĕ пĕрремĕш экофестиваль йĕрсĕр иртмерĕ, Патăрьел çĕрĕ çинчи Пăла пуçламăшĕ патне каякан экологи сукмакне уçрĕç.

Альбина ЕГОРОВА

Яндекс.Метрика