Тĕнчене ачашлăхпа, юратупа пуянлатакансем

Категория: Публикации Опубликовано: 29.06.2024, 06:37 Просмотров: 69

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пултаруллă, хăйсен ĕçне чун-чĕререн юратакан хĕрарăмсем, ача амăшĕсем сахал мар. Вĕсем пурнăçра ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăваççĕ, общество пурнăçĕнче те хастар, çемье вучахне те кирлĕ пек тытса пыраççĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ тата ытти те.

Шăпах çакнашкал хастарсен пĕр ушкăнĕ - 21 çын - Чăваш Республикнчи Хĕрарăмсен канашĕпе "Пĕрле" ыр кăмăллăх фончĕ йĕркелекен регионсем хушшинчи "Эпĕ - хĕрарăм" ("Я - женщина") конкурса хутшăнчĕç, маларах видеороликсем хатĕрлесе комиссие ярса пачĕç. Кăçал республикипе çак конкурса 1026 хĕрарăм хапăл тунă. Сăмах май каласан, иртнĕ çул пирĕн округран 6-ăн, 2022 çулта 4-ăн, 2021 çулта 5-ĕн хутшăннă. Çитес çул пиллĕкмĕш хут иртекен конкурсра тата ытларах ача амăшĕсем, пултаруллă çамрăксем хастарлăх кăтартасса шанатăп....

 Чăваш Республикин кунĕнче, Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче "Эпĕ - хĕрарăм" конкурса чыслă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Наталия Николаева, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алла Салаевăпа Анатолий Аксаков, республикăри ведомствăсен министрĕсем, ытти обществăлла организацисен представителĕсем, тулаш чăвашран конкурс пĕтĕмлетĕвне хапăл тунă хастарсем, конкурсантсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. "Мы строим нашу экономику" номинаципе банк ĕçченĕ Лилия Бармакова, "К знаниям без барьеров" номинаципе Гельнур Сабитова, Эльмира Шарафутдинова, Мария Мадюкова, Светлана Кулакова, "Мы созданы чтобы творить" номинаципе Анастасия Пузырниковăпа Мария Жукова,

"Мы молодежь 21 века" номинаципе Лилия Мухаметзянова, Ангелина Щербакова, Ольга Моисеева тата Александра Щербакова, "Вперед к здоровью" номинаципе Татьяна Шакеева, Зоя Шайманова, Антонина Сандыркина, Ландыш Шакурова, "В интересах общества" номинаципе Альбина Егорова, "Моя семья - мое богатство" номинаципе Ружена Родионова, Мария Щербакова, "Жди меня" номинаципе Алена Каруева, Алена Тихонова, Наталья Малеева конкурса хутшăнса Патăрьел муниципалитет округĕн чысне хỹтĕлерĕç.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системинчи информаци центрĕн заведующийĕ Ольга Моисеева "Эпир 21 ĕмĕрти çамрăксем" номинаципе Гран-прие, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Антонина Сандыркина врач-стоматолог-терапевт "Жить, чтобы лечить" ятарлă номинаципе Алла Салаева депутатăн парнипе Тав хутне, Туçари вăтам шкулти Александра Щербакова "Начало пути" ятарлă номинаципе Анатолий Аксаков депутатăн ятарлă парнипе Тав хутне тивĕçрĕç.

 Чăваш Республикинче йăлана кĕнĕ "Эпĕ - хĕрарăм" конкурса хутшăннисенчен чи çамрăкки Тури Туçари вăтам шкулта вĕренекен Александра Щербакова пулчĕ. Çулĕпе чи асли - 93 çулхи кинемей! (Шел, хăш округран пулнине пĕлеймерĕмĕр). Залта ларакансем те конкурса хутшăннă ватă хĕрарăмшăн чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç.

Алена ГОРШКОВА, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи

Яндекс.Метрика