Çемьесене - пысăк тимлĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 29.06.2024, 06:38 Просмотров: 65

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи Общество палатин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Тĕп ыйту - РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн ят панă Çемье çулталăкĕнче çамрăк çемьесен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси.

Ларăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăннă, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Общество палати территорие аталантарас, çивĕч ыйтусене татса парас тĕллевпе пысăк хастарлăх кăтартнине палăртнă.

Ларăва Общество палатин председателĕ Анатолий Самакин ертсе пынă. Унта хутшăннисем çамрăк çемьесене пырса тивекен чылай ыйтăва сỹтсе явнă.

2023 çулта муниципалитет округĕнче çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме социаллă тỹлев шучĕпе 3591000,0 тенкĕ панă. Ку тĕлĕшпе кăçал та ĕçсем малалла пыраççĕ. Мĕнпурĕ çурт-йĕр туянма е харпăр çуртне тума 21 свидетельство (16425000 тенкĕлĕх) панă. Вĕсенчен тăххăрăшĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă та курнă. Ыттисем ăна çулталăк вĕçлениччен ĕçе кĕртме пултараççĕ.

Ку тĕлĕшпе малашне те çамрăк çемьесене пысăк тимлĕх пулĕ. Акă, 2025 çулта 37 çамрăк çемье Раççей Федерацийĕн "Раççей Федерацийĕнчи граждансене пурăнмалли хăтлăхпа тата коммуналлă çăмăллăхсемпе тивĕçтерсси" патшалăх программипе усă курĕç.

Муниципалитет округĕнче мĕнпурĕ 812 нумай ачаллă çемьене çĕр участокне харпăрлăха илес тĕллевпе шута илнĕ. 504 çемьере ку ыйту татăлнă. Паянхи куна нумай ачаллă 11 çемье тỹлевсĕр çĕр участокĕ вырăнне 250 пин тенкĕ укçа илнĕ.

 Ларура çемье пурнăçĕпе, аталанăвĕпе çыхăннă ытти ыйтăва та сỹтсе явнă. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра çулсеренех ача йышĕ чакса пынине çивĕчлетнĕ. Çавăн пекех 1-4-мĕш классенчи 1556 вĕренекен федераци хыснинчен тỹлевсĕр вĕри апат çиеççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче нумай ачаллă çемьесенчен 590 ача шкула çỹрет.

Общество палатин черетлĕ ларăвне хутшăннисем малашне те çемьесене пысăк тимлĕх уйăрас тĕллевпе ĕçе вăйлатмаллине, пĕрлехи вăйпа тăрăшмаллине çивĕчлетнĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Яндекс.Метрика