Тупăшăва выльăх тухтăрĕсем хутшăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 29.06.2024, 06:39 Просмотров: 74

Патăрьел муниципалитет округĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕнче "Республикăри чи лайăх ветеринари врачĕ-эпизоотологĕ" смотр-конкурс иртрĕ.

Мероприятие выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов уçрĕ. Пухăннисене республикăри патшалăх ветеринари службин ертỹçин çумĕ Евгений Корнилов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - коммуналлă хуçалăх тата ресурс тивĕçтерĕвĕн пай пуçлăхĕ Николай Андреев, администрацин экономика, ял хуçалăх, инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн çумĕ Андрей Воробьев саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.

Смотр-конкурса професси пĕлĕвне, ĕç хăнăхăвне анлăлатса пыма, пуçăннă ĕçе пахалăхлă пурнăçлама кирлине палăртса йĕркелеççĕ.

Кăçалхи конкурса Чăваш Енри 11 ветеринари врачĕ хутшăнчĕ. Специалистсем малтанах теори пĕлĕвĕпе тупăшрĕç, тест ыйтăвĕсене хуравларĕç. Иккĕмĕш пайĕнче практика тупăшăвĕ пулчĕ. Унта паталоги материалне тата кирлĕ документсене хатĕрлеме пĕлнине кăтартмалла пулчĕ.

Мероприяти республикăри ăста, пултаруллă, кашнийĕшĕ хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлакан ветеринари ĕçченĕсене пуçтарчĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвне специалистсем пахаларĕç.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика