Пилĕк хуçалăх "Агро-100" клуба кĕнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.06.2024, 06:39 Просмотров: 75

Чăваш Республикин кунĕнче Шупашкарти экономика форумĕнче "Агро-100" клуба кĕме тивĕçлисене чысланă.

Мероприятие вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уçнă май кăтартусене, регионăн малашлăхри аталанăвне, вăл шутра агропромышленность сферинне те, пĕтĕмлетсе çапла каланă: "Малта пырас тесен куллен тăрăшуллă ĕçлемелле, инвестици калăпăшне ỹстермелле".

Республикăра çулленех Чăваш Енри "Агро-инноваци" хысна учрежденийĕ ЧР ял хуçалăх министерстви хушнипе çулталăк отчечĕсене панă хыççăн "Агро-100" клубăн çĕнĕ членĕсене палăртать. Кунта сухаланакан лаптăка, продукцие сутнинчен илнĕ тупăша, уйăхри вăтам шалăва, ытти кăтартусене пăхаççĕ.

 Асăннă клуба Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем те кĕнĕ. "Исток" çĕр ĕç фирми 10-мĕш вырăнта тăрать. Çавăн пекех çак йышра "Батыревский" пĕрлешỹ, "Красное Знамя", "Труд" ял хуçалăх кооперативĕсем, "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Батыревский бекон" филиалĕ те пур.

Альбина ИВАНОВА

Яндекс.Метрика