Пултаруллă, уçă саслă

Категория: Публикации Опубликовано: 29.06.2024, 06:41 Просмотров: 64

Килĕшекен ĕçе пула Тури Чакăри "Чемен" халăх фольклор ушкăнĕн ертỹçи Анатолий Гаврилов çĕршывăн темиçе регионне те çитсе курнă. Паллах, пĕччен мар, юрă-ташă ăстисемпе. Иртнĕ уйăхра вăл Мускаври ВДНХара пулчĕ. Ку хутĕнче унта Сăкăтри ташă-юрă ăстисемпе кайнă. Чăваш туйне кăтартса тĕлĕнтерчĕç. Иртен-каян киленсе пăхрĕ вĕсен пултарулăхне. Пĕрле ташларĕ. Унта маларахри çулсенче те çитнĕччĕ артистсем.

 Сцена çине тухма ансатах та мар. Çавах ỹркенмеççĕ. "Чемен" ансамбле 12-13 çын çỹрет. Ытларах тивĕçлĕ канăва тухнисем. Мария Зотова, акă 80 çулта. Александра Михайлова та сакăр теçеткене тултарса пырать. Çамрăкки вара - Луиза Михайлова. Пурин пирки те ырласа калаçать ертỹçĕ.

 Çынна ĕçне кура хаклаççĕ. Анатолий Георгиевич иртнĕ çул кăтартăвĕпе республикăра "Ялти культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ" ята тивĕçрĕ. Маларах вара "Республикăри культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятпа чысланăччĕ ăна.

 Çитĕнỹ патне çитме çăмăлах та мар. Тепĕр чухне кунне те, çĕрне те пĕлмесĕр ĕçлемелле. Инçе çула концертпа кайсан вара темиçе талăк та иртет. "Чемен" халăх фольклор ушкăнĕ Мускаври, Питĕрти чăвашсен Акатуйĕнче те пĕр хутчен çеç пулман. Ульяновскинчи, Тутарстан Республикинчи Сиктĕрмепе Аксубайĕнче чăвашсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Комсомольскинчи "Ĕмĕрсен эрешĕнче", Каншелĕнчи республика шайĕнчи Питрав уявĕнче, Шупашкарти Хавхалану çăлкуçĕнче... пулнă.

- Репертуарта пирĕн 50 юрă та пур. Ытларахăшĕ чăвашлисем, халăхра анлăн сарăлнисем. Çавăнпа куракансем тепĕр чухне пирĕнпе юрлама та ỹркенмеççĕ. Чăвашсем çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те пурăнаççĕ-çке. Мухтанмасăрах калама пулать: эпир артистсемпе çур Раççее те çаврăнтăмăр пулас, - тет Анатолий Гаврилов.

 Чăнах та ỹркенмеççĕ юрăçсем. Кĕписене вĕсем хăйсемех çĕлеттернĕ. Наци тумне мала хураççĕ. Эрнере виçшер кун репетицие пухăнаççĕ. Тепĕр чухне Аслă Чемен ялĕнчи Айтуш уçланкинче çулталăкне темиçе хутчен те концерт лартма хутшăнаççĕ. Ял уявĕсем вĕсемсĕр пĕрре те иртмеççĕ. Муниципалитет округĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкăра иртекен Акатуй-Сабантуя пĕр çул та сиктермеççĕ.

- Йывăрлăхсем пур-ха ĕнтĕ. Çĕнĕ культура çурчĕ хута каясса кĕтетпĕр. Тепĕр чухне концертпа çула тухма транспорт хĕсĕкреххи те чăрмантарать. Музыка инструменчĕсемпе тивĕçтерсен те лайăх та. Юрлакансен тумне те çĕнетесшĕн. Ансамбльпе тухса çỹренисĕр пуçне муниципалитет округĕнчи хут купăсçăсен ушкăнĕпе те конкурссене сахал мар явăçатăп. Чун-чĕре хушнипе тăвакан ĕç кăмăла каятех, - тет Анатолий Гаврилов.

Коллектив пĕр сăмахра пулни, куракансем концертсене кĕтни, юрăсем хыççăн алă çупса хавхалантарни кăмăлĕсене уçать те артистсенне. Пултарулăхĕсем пуртан, сассисем уçăран, хусканăвĕсем килĕшỹллĕрен тухаççĕ те ĕнтĕ халăх умне.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика