Анне пулсан çак пурнăç тулăх

Категория: Публикации Опубликовано: 29.06.2024, 18:59 Просмотров: 64

 Çак сăмахсене паян чылай çынран илтме пулать. Вăл пуртан эпир телейлĕ, вăл пуртан эпир çунатлă, вăл пуртан эпир хисепре... Çакна Сăкăтра тĕп килте пурăнакан ывăлĕ, Патăрьелĕнчи Елена тата Канашри Тамара хĕрĕсем те куллен темиçе хутчен те калаççĕ. Вĕсен амăшĕ - Зоя Ксенофонтова - июлĕн 1-мĕшĕнче 80 çул тултарнине паллă тăвать. Паян та правур, вăр-вар, матур Зоя Васильевна. Унран тĕслĕх илмелĕх пур. Сывлăхран аптрамасть-ха. Çывăхри вăрмана милĕк, сиплĕ курăк, çырла, кăмпа пуçтарма çỹрет. Килти ĕçсенче те пулăшать. Сысна çăвăрлаттарма ăста. Чăх-чĕп пăхать. Пахчара çумкурăк тăратмасть. Кил-çуртра та тирпей тытса тăма тăрăшать. Тĕпре пурăнакан кинĕпе пĕр сăмахра. Самантрах вăрмана кайса килеççĕ. Кинĕ пĕртте пăянамăшĕнчен юлман. Мотоблок хускатма та ỹр- кенсе тăмасть.

Çак ялтах çуралнă Зоя аппа. Самана йывăрлăхне кура 7 класс таранччен шкулта вĕреннĕ. Унтан ĕçе кỹлĕннĕ. Тантăшĕсемпе пĕрле торф кăларма та кайса курнă. Ĕçлесе илнĕ укçапа кĕпе çĕлемелли пусма, урана тăхăнмалли пушмак туяннине астăвать. Урана çăпата та сырса курнă.

Ял каччиех куç хывнă Нарспи евĕр пикене. Йăла-йĕркепе вĕсем мăшăрланса туй тунă. 49 çул пĕр сăмахра пурăннă мăшăрĕпе. Шел, йывăр чир çеç пурнăçран уйăрнă ăна. Федя тете механизаторта, механикра ĕçленĕ. Ĕçлĕхлĕ, тĕслĕхлĕ çемье Ксенофонтовсем. Ачисене те çавнах вĕрентнĕ. Ĕçрен тăрăшуллă пулнăранах Зоя Васильевна Мускаври ВДНХана та çитнĕ, "Тава тивĕçлĕ колхозник" ята тивĕçнĕ.

 Пăянамăшĕпе килĕшỹре пурăннă. Мăшăрĕпе пĕр тăван Клавье аппăшĕ пирки ăшă сăмахсем нумай калать. Пĕр çуртра пурăннăран çитĕнекен ăрăва ỹстерме вăл та пулăшнине палăртать. Ĕçрен чăнах та ỹркенмен ĕнтĕ. Сысна ферминче ĕçленĕ вăхăтра та колхоза пахчаçимĕç çумлама çỹренĕ. Ачисене ĕçе хăнăхтарнă, вĕсене çителĕклĕ пурнăçпа пăхса ỹстерме тăрăшнă.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та колхоза ĕçе утнă. Килте тунсăхласа ларма юратмасть. Çын хушшинче пулма аванрах, тет. Çапла пулмасăр. Ял хыпарне мĕн чухлĕ пĕлен унта.

Тутарстан Республикине, Чĕмпĕр тăрăхне çỹренисене кăмăлтан аса илет. Сахăр чĕкĕнтĕрĕн йăранĕсене çум курăкран тасатма хутшăннă вĕсенче. Кайран миххи-миххипе песук илсе таврăннă. Йĕтемĕсем çинче тырă тасатса кĕртме те хутшăннă.

 Чăлха-алса çыхма ăста. Ачасене ỹстернĕ чухне лавккаран туянайман вĕт. Кĕписене те килте çĕлесе тăхăнтартнă. Мĕн чухлĕ тĕрĕ тĕрлемен-ши тата! Минтер пичĕсем, кравать çивиттийĕсем паян кун та хăйсен илемне çухатмаççĕ. Парнелĕх хатĕрленисене шутласа та кăлараймăн.

 - Анне хăш вăхăтра çывăрма выртнине астумастпăр. Ирпе эпир тăриччен сăмсана тин çеç пиçсе тухнă çăкăр-кукăль шăрши кăтăклатчĕ. Халĕте асра вăл. Тăван киле кайсассăн кирек хăçан та анне ĕлĕкхиллех пире кăмакара пĕçернĕ çемçе çимĕçпе сăйлать. Сăра тума ăста. Çуллахи шăрăх кун кăпăклă шĕвек ăша кантарать. Сывлăхĕ çирĕп, кун-çулĕ вăрăм пултăрах унăн. Малашне те савăнтарса пурăнтăрах,- теççĕ çунат хушса вĕçсе кайнă хĕрĕсем.

Тăван киле йыхрав ямасăрах çул такăрлатнă хĕрĕсем, кĕрỹшĕсем. Вĕсене кунта амăшĕ, кинĕ, шăллĕ кăмăлтан йышăнаççĕ. Тата 5 мăнукĕ мăшăрĕсемпе, 8 кĕçĕн мăнукĕ, пĕр кĕçĕн мăнукĕ пĕрле килсен, кĕрекене ларсан çурт тулать. Кỹршĕ-аршă та каçса çỹрет. Пĕрле ĕçленĕ Мария Глухова тантăшĕпе те пĕр-пĕрне тунсăхлаттарсах тăмаççĕ

. Халĕ чун канăçне чиркỹре тупать Зоя Васильевна. Тантăшĕсемпе унта курса калаçать. Аякри çул çỹревсене те тухать.

Тăххăрмĕш теçеткене çирĕп сывлăхпа ваклама пуçăннишĕн савăнать те. Сывă пурнăçа тытса пыни, кăтартуллă пурăнни, çынсене ырă сунни, кĕвĕçỹлĕх пулманни хăпартлантарать ăна. (1349).

 Альбина КАПИТОНОВА

Яндекс.Метрика