Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 10 класĕнче пĕлỹ пухакансем Наталия Путякова класс ертỹçипе пĕрле Санкт-Петербург хулинче пулчĕç.
Вĕренекенсем унта истори объекчĕсемпе паллашрĕç: Петропавловск крепоçне, Раççей императорĕ вилнĕ вырăнта çĕкленĕ II Александр, Казански тата Исааковски тĕп чиркĕвĕсене, ытти çĕре çитрĕç. Каç кỹлĕм вара шыв тăрăх ярăнса савăнчĕç. Мĕн чухлĕ асра юлмалли самант пулчĕ!
Иккĕмĕш кунĕнче Петергофа çитрĕç. Унти Пысăк керменпе киленчĕç. Илĕртỹллĕ паркĕ, фонтан шыв юххийĕ... кăмăла кайрĕ. Шахмат сăрчĕ, Рим фонтанĕ, Монплезир тата Марли керменĕсем, Львиный тата Ылтăн ту шыв юххисем мĕне тăраççĕ. Театрта пулса "Лебединое озеро" балет пăхрĕç.
Пушкин хулин экскурси программи те пуян пулчĕ. Екатерина керменĕ тултанах илĕртỹллĕ. Унта - Раççей монархĕсен çуллахи резиденцийĕ. Керменĕн чи паллă залĕ - Янтарь пỹлĕмĕ. Вăл калăпăшĕпе те пысăк. Трон залĕ те хỹхĕм. Унта çынсене йышăннă тата балсем ирттернĕ. 100 гектар лаптăкра - истори çурчĕсем, скульптурăсем, кĕперсем, палăксем.
Каçхине вара ачасем хулапа киленчĕç. Кĕпер мĕнле çĕкленнине сăнарĕç.
Хĕллехи керменте Патшалăх Эрмитажĕн музейĕпе паллашни те асра юлатех. Мĕн курнине каласа пĕтерме те çук. Çул çỹрев килĕшни кашни ачан савăк кăмăлĕнче те палăрчех.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |