ХАЛЬХИ вăхăтра килсеренех электричествăпа ĕçлекен тĕрлĕрен оборудовани пур: кĕпе-йĕм, савăт-сапа çăвакан машина, холодильник, телевизор, музыка аппарачĕсем тата ытти те. Вĕсем юсавлă пулмасан инкек-синкек сиксе тухма та пултарать. Кивĕ Катекри пĕр хуçалăхра ирпе-ирех йăсăрланма пуçланă тĕтĕм-сĕрĕм шăпах юсавсăр кĕпе-йĕм çăвакан автоматран тухнă. Юрать-ха, çулăм алхасма пуçланă вăхăтра килте çынсем пулнă. Вĕсем çухалса кайман, "01" службăна шăнкăравланă, васкавлă служба сотрудникĕсем çитиччен ăна сỹнтернĕ те темелле. Çапах та кĕске вăхăт хушшинчех вутăн вăрăм чĕлхи çăвăнмалли душ пỹлĕмне, котельнăя, кухньăна сиенлеме ĕлкĕрнĕ.
Ноябрь 2024 |