Пархатарлă ĕçе хастар хутшăнар, тăпрапа шыва батарейкăпа варалар мар!

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2024, 19:02 Просмотров: 230

ПАЯН çĕр-аннемĕрпе юхан шывсем чăннипех те пиртен кашнинченех пулăшу кĕтеççĕ. Хамăр пурăнакан тавралăха масаран кăларни, тирпейлĕ пулманни вара юлашкинчен çын сывлăхĕпех çыхăнать. Сăмахран, усă курнă пĕр батарейкăна урама кăларса пăрахни 20 кубла метр тăпрана, 400 литр шыва варалама пултарать иккен! Унсăр пуçне çĕрте выртакан батарейка кăларакан наркăмăш чĕр чунсене те сиенлет. Çавăнпа та вĕсене уçă вырăна пăрахмалла мар, пуçтарса пырса кирлĕ çĕре леçмелле. Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăкра çак ыйтăва патшалăх шайĕнчех пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вĕсене пуçтарас ĕçе те йĕркеленĕ. Шупашкарта экологи министерствинче (Ленинград урамĕнчи 33-мĕш çурт) ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхине 19 сехетчен йышăнаççĕ. Территори пайĕсенче пархатарлă ĕçе йĕркелемеллех. Ку тĕлĕшпе Туçасем ырă кăтартуллă. Пухăннă батарейкăсене пурте территори пайĕнчи ятарлă савăта пырса яраççĕ.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика