Профессиллĕ сăрă ăстисем Турхана пуçтарăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2024, 19:03 Просмотров: 221

 Ĕнер, июлĕн 4-мĕшĕнче, Турханта Пĕтĕм тĕнчери профессиллĕ художниксен йăлана кĕнĕ XVII пленэрĕ старт илчĕ. Алексей Кокель çĕршывĕнче Раççейпе Беларуç халăхĕсен кăçалхи симпозиумĕ "Союзлă патшалăх халăхĕсен туслăхне çирĕплетмелли сăнарлă искусство" ятпа иртет.

 Пленэра вырăссен паллă художникĕ И. Репин çуралнăранпа 180 çул çитнине тата Беларуç Республикине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Проект авторĕ - культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн профессорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Васильев.

Турхансем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă сăрă ăстисене хапăл туса, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. "Турханти туслăх асамат кĕперĕ" фестивале уçнă çĕре Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Казакова, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ профессиллĕ художниксем, ял-йыш, искусство шкулне çỹрекен ачасем хутшăнчĕç. Рудольф Васильевич хăнасене уяв ячĕпе саламланă май çулсеренех Кокель пленэрĕ хăйĕн пĕлтерĕшне, сумне ỹстерсе, муниципалитет округĕнче сăнарлă искусство, туризм аталанса пынине, симпозиум тĕрлĕ наци халăхне туслашма, çывăхланма май панине каларĕ.

Пленэра хутшăнакансем Алексей Кокель çурт-музейĕпе, ялти культура çуртĕнче йĕркеленĕ картинăсен галерейипе, дендрари паркĕпе паллашрĕç, анатри чăвашсен апат-çимĕçне тутанчĕç...

Кокель пленэрĕ июлĕн 16-мĕшĕччен ĕçлĕ. Çак тапхăрта вĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи паллă тата сăнарлă вырăнсене ỹкернипе пĕрлех республикăри ытти округсене те çитсе курĕç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика