Чăваш Республикинче 2017 çултанпа вăя кĕнĕ пуçару бюджечĕ ялта пурăнакансемшĕн чăнласах та халăх программи пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра çак мелпе территори пайĕсенче çулсем юсаççĕ, ача-пăча, спорт лапамĕсем, массăллă канмалли вырăнсем хута каяççĕ, социаллă культура сферинче ырă улшăнусем пурнăçа кĕреççĕ тата ытти те. Патăрьел муниципалитет округĕнче те пуçару бюджечĕн меслечĕпе ялсене хăтлăлатасси ỹссе пыни халăх патшалăх программине тĕрĕс хак парса йышăннине, унăн пĕлтерĕшне çирĕплетет.
2024 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пуçару бюджечĕн программипе 16 çул юсаса çĕнетмелле. Паянхи куна ку тĕлĕшпе ĕç кал-кал та ăнăçлă пулса пырать. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Тăрăн территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Рубцов:
- Халăх вĕрсен хапха та уçăлать, тенĕ ваттисем. Саманан кирек хăш тапхăрĕнче те пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх ырă улшăну тума, ĕмĕтленнисене пурнăçа кĕртме пулăшнă. Паянхи кун та çаплах. Пирĕншĕн Чăваш Енри Экологи культурипе çут çанталăкпа тирпейлĕ усă курмалли çулталăк территори пайне кĕрекен ялсене хăтлăх, тирпей-илем кỹрессипе паллă пулса юлĕ. Кăçал эпир вырăнти халăхпа пĕр шухăшлă пулса кашни ялтах пуçару бюджечĕн программипе пысăк ĕçсене пурнăçлама палăртнă. Вĕсенчен пĕри Тăрăн ялĕнчи Южная урамри çула вак чул сарасси. 1050 метра тăсăлакан çак çул чăнласах та пĕтĕмпех ванса пĕтнĕччĕ, унта техникăпа кĕрсе тухма та çăмăл марччĕ. Строительство ĕçĕсене "Энигма" общество (ертỹçи Валерий Рубцов) пурнăçларĕ. Урама çул сарасси 1 миллион та 800 пине яхăн ларчĕ. Çак суммăн пысăк пайне - 1 067 575 тенкине шăпах республика бюджетĕнчен субсидиленĕ. Унсăр пуçне Патăрьел муниципалитет округĕн бюджетĕнчен çак ĕçе пурнăçлама 430 пин тенкĕ уйăрнă, халăх вăйĕпе 281 717 тенкĕ пуçтарнă. Çула кĕске вăхăтра сарса пĕтерчĕç.
Пуçару бюджечĕпе кар тăнă тепĕр пĕрлехи ĕç - Кĕçĕн Патăрьелĕнчи ял масарĕн картине улăштарасси. Тĕрĕссипе çак ĕçе эпир кăçал Çĕнĕ çулхи кану кунĕсенчех пикентĕмĕр. Чăн малтанах кунта ашкăрса кайнă тирексене касса тасатрăмăр. 60-70 çулхи ватă йывăçсем пысăк хăрушлăх кăларса тăрататчĕç. "Исток" çĕр ĕç фирми (ертỹçи Александр Илюткин) 120 пин тенкĕ парса пулăшнипе масар çинче ашкăрса кайнă 160 ытла тĕп йывăçа касса сăваплă вырăна çутта кăлартăмăр. "Чистое село" пĕрлешỹ ĕçченĕсем подрядчик пулса картине йĕри-таврах (362 метр) профнастилпа тытса çаврăнчĕ. Мĕн пур ĕç 1 миллион та 74 пин тенке ларчĕ. Республика бюджетĕнчен 644 пин, муниципалитет округĕн хыснинчен 200 пин тенкĕ кайрĕ, халăх хастарлăхĕпе 230 пин тенкĕ пуçтарнă. Маларах кунта масар çуртне çĕнетнĕччĕ, ун патне пыракан çулне те сарнăччĕ. Сăваплă вырăна хăтлăлатассипе ĕмĕтсем тата та пур-ха.
Тăрăн территори пайне кĕрекен Треньел ялĕнче те кăçал халăх пуçарулăхĕпех тепĕр пысăк ĕç тăрать - физкультурăпа сывлăх сиплевĕн комплексĕн территорине (пĕр гектара яхăнах) çутăпа тивĕçтересси. Ку ĕçе "ЭНКИ-21" общество пурнăçлĕ. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 1 195 688 тенкĕ. Республика хыснинчен 717 412 тенкĕ субсидилеççĕ, округ бюджетĕнчен 290 пин тенкĕ уйăрнă, халăхран 188 пин тенкĕ пуçтарнă. Унсăр пуçне комплекс территорине çул сарса хăтлăлатассине те çак йĕркепех, халăх пуçарулăхĕпех пурнăçлатпăр. Объекта пурнăçлама 1 миллион та 52 пин тенкĕ каять. ФОКОТа хăтлăлатма та республикăпа муниципалитет бюджетĕнчи укçана тата халăх вăйне пĕрлештерсе пунăçлатпăр.
Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ
Ноябрь 2024 |