Хурама-Тварсем кар тăма хăрамаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2024, 19:59 Просмотров: 239

Турхан территори пайне кĕрекен пирĕн ял пысăк мар. Апла пулин те Хурама-Тварсен ял хавалĕ иксĕлми тесе хакласшăн. Кирек мĕнле ĕçе те ентешсем кар тăрса хутшăнни, пĕрин шухăшне тепри ырласа йышăнни шăпах тăван тăрăхра ырă улшăнусем тума, хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кỹме пулăшать. Çавăнпа та эпир çулталăкне темиçе хутчен те ял çыннисемпе субботнике тухатпăр, хамăр тавралăха тасататпăр, курăксене çулатпăр тата ытти те.

Хурама-Тварсен ĕлĕкхи ниме меслечĕпе ĕçе кар тăрасси те ырă йăлара. Иртнĕ çул ял масарĕн çуртне те çавăн пек хавхаланупах туса лартрăмăр, курăнакан енчи картине улăштартăмăр, хапхине капăрлатрăмăр. Сăваплă вырăна хăтлăх кĕртме кашни çемье хутшăнчĕ. Кăçал вара çветтуй Троица уявĕ умĕн алăк умне пĕчĕкрех çеç тăррине (козырек) туса хутăмăр. Паллă ĕнтĕ, кирек мĕнле çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме те ĕç алли çеç мар, укçи-тенки те кирлĕ. Ял çыннисем çакна ăнланни пархатарлă. Çавăнпа та пĕр-пĕр пуçарупа ял-йыш патне тухсан кашниех май пур таран алă тăсса пулăшать. Хальхи вăхăтра çакă чи кирли тесе шутлатăп. Пĕччен сурни типсех пырать, халăх сурсан кỹлĕ пулать, теççĕ.

Паянхи кун староста пĕлтерĕшĕ, витĕмĕ пирки чылай калаçаççĕ. Чăнах та кашни ялтах вырăнти халăха влаçпа çыхăнтарса тăракан хастар пулни питĕ лайăх. Ку тивĕçĕме эпĕ темиçе тапхăр та пурнăçласа пыратăп ĕнтĕ, опыт пысăк темелле. "Чи лайăх староста" хисеплĕ ята та тивĕçнĕччĕ. Темиçе созыв ял çыннисем вырăнти депутат пулма та шаннăччĕ. Çиччĕмĕш теçеткене ваклатăп пулин те общество пурнăçĕпе, спорт ăмăртăвĕсемпе кăсăклансах тăратăп. Май пур таран вĕсене хутшăнатăп, çынсене те сывă пурнăç йĕркине явăçтарма тăрăшатăп.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика