Вăл пурнăç çулĕ çине тухакан çамрăксене ăнăçу сунчĕ, ашшĕ-амăшне маттур ывăл-хĕр пăхса çитĕнтернĕшĕн, вĕрентекенĕсене, наставникĕсене тăрăшуллă ĕçшĕн, 100-мĕш кăларăм ячĕпе тав турĕ. Студентсем Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăнса пынине палăртрĕ. Ăста специалистсем çĕр ĕç отраслĕнче кирлине каларĕ.
Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕн директорĕ Алла Волчкова çĕр ĕçĕнче паян шăпах çакнашкал вĕрентỹ учрежденийĕнче пĕлỹ пухакансем кирлине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен хăватлă комбайнсене, тракторсене ăста кадрсем çеç тулли хăватпа ĕçлеттерееççĕ.
Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн директорĕ Алексей Логунов çамрăксене вырăнтах професси илме май пулни ашшĕ-амăшне хĕпĕртеттернине палăртрĕ. Вĕсем ĕçлĕ практикăна муниципалитетри хуçалăхсене çỹрени мĕн вĕреннине çирĕплетме май панине пĕлтерчĕ.
Чăваш патшалăх аграри университечĕн доценчĕ Ольга Федорова, Мускаври политехника институчĕн Шупашкарти филиалĕн доценчĕ Денис Федоров малалла аслă вĕренỹ заведенийĕсене пĕлỹ илме каяс текенсене хăйсем патне пыма сĕнчĕç.
Выпускниксем аслисене тав сăмахĕкаларĕç. Ачасен ашшĕ- амăшĕ, класс ертỹçисем те сăмах илчĕç.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |