Экскурсие - хуларан яла

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2024, 20:09 Просмотров: 218

 Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăри экономика енчен тĕреклĕ муниципалитет округĕсенчен пĕри. Кунта ĕçчен те тăрăшуллă халăх пурăнать. Вĕсен пултарулăхĕпе паллашма питех те кăмăллă. Çакна Шупашкарти 55-мĕш шкулта вĕренекен ачасем экскурсие килсе курни те çирĕплетет. Малтанах вĕсем Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейне çитрĕç. Унăн ертỹçи Валентина Маллина историпе, кунти экспонатсемпе паллаштарчĕ.

Унтан çитĕнекен ăру Турханти паллă ỹнерçĕ Алексей Кокелĕн çĕршывне çул ỹкерчĕ. Геннадий Салмин культура ĕçченĕ Алексей Афанасьевич пурнăçĕпе паллаштарчĕ, унăн çуртне илсе кĕчĕ.

Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Пирожков хурт-хăмăр ăстин те ачасене каласа памалли темĕн чухлех. Вăл ульетерапипе паллаштарчĕ.

Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕнче "Чебо" чипсы кăлараççĕ. Кунта та интереслĕ пулчĕ.

 Кĕçĕн Шăнкăртамри "Присурский" заповеднике çитни мĕне тăрать.Çуллахи хĕвеллĕ кун питĕ интереслĕ унта. Миназым Рахматуллин экскурсие пыракансене яланах тарават.

Çул çỹрев ачасемшĕн интереслĕ пулчĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика