Велочупура - пĕр шухăшлисем

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2024, 10:38 Просмотров: 222

 Профсоюзсем çулленех йĕркелекен "100 çухрăм - мĕншĕн тесен эпир пĕрле" велочупу иртнĕ. Ăна Раççейри никама пăхăнман профсоюз федерацийĕн йĕркелỹ комитечĕ спортăн çак енне анлăн сарас тата аталантарас енĕпе пуçарнă. Кăçалхипе вăл пиллĕкмĕш иртет. Велочупăва çĕршывăн 22 регионĕнчен 200 ытла спортсмен явăçнă. Трасса - 100 çухрăм.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов велочупу спортри паллă пулăм пулнине, унта хутшăнса чăтăмлăха тĕрĕсленине, çавăн пекех пĕр шухăшлă çынсем çут çанталăк илемĕпе киленнине палăртнă.

 Велочупăва хутшăнакансем çакнашкал мероприятисем спорта анлăн сарас тата аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртнă. Вĕсем сывлăха çирĕплетме, кăмăл-туйăма çĕклеме пулăшаççĕ.

 Велочупăва хутшăнакансем Комсомольски - Елчĕк - Патăрьел - Комсомольски маршрутпа çула тухнă.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика