Кăтартусем япăх мар

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2024, 10:39 Просмотров: 484

 Чул хулара "Паттăрлăх триатлонĕ" иртнĕ. Кăçалхипе вăл 33-мĕш хут пулнă. Унта федерацин Атăлçи округĕн тĕрлĕ регионĕнчен профессионалсемпе вăйăсене мала хуракансем хутшăннă. Вĕсен 300 метр шывра ишмелле, 8 километр велосипедпа каймалла, 2,5 километр чупмалла пулнă. "Паттăр" спорт шкулĕн çамрăк спортсменĕсем япăх мар кăтартусем тунă. Самира Салихова 3-мĕш, Азалия Салиховăпа Алсу Кучатова 4-мĕш, Ева Антоновăпа Рамина Купкенова 5-мĕш, Данир Рафиковпа Кира Рубцова 6-мĕш вырăнсенче. Пурне те финишер медалĕсемпе чысланă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика