Тăрăшулăх чыса тивĕçтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2024, 10:40 Просмотров: 200

 Çулленех ирттерекен конкурссем тăрăшса ĕçлеме хавхалантараççĕ, пĕр-пĕрин ăсталăхне илме пулăшаççĕ, яваплăха тата ỹстереççĕ. Муниципалитет округĕнчи тĕп больницăра та сывлăх сферинче вăй хуракансен пĕтĕмлетĕвне тăваççĕ.

 Ку хутĕнче "Чи лайăх врач амбулаторийĕ" ята Тутар Сăкăтĕнчи сывлăх çурчĕ (пĕтĕмĕшле практика врачĕ Ирина Шайкина) тивĕçрĕ.

"Чи лайăх уйрăм" - педиатри уйрăмĕ (заведующийĕ Муслимя Якушева ача-пăча тухтăрĕ).

"Поликлиникăн чи лайăх кабинечĕ" - участокри Валентина Казакова врач-фтизиатр кабинечĕ.

 "Чи лайăх çамрăк специалист" - Венера Янтыкова врач-невролог.

Тĕп больница вара округри предприятии-учреждени, организаци, уйрăм предпринимательсем хушшинче ĕç сыхлавĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра çĕнтерỹçĕ (специалисчĕ Владимир Медведев) пулчĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика