Строительство объекчĕсемпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2024, 10:41 Просмотров: 210

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕпе Татьяна Казаковăпа çĕнĕрен тăвакан тата юсав ĕçĕсем пыракан икĕ клуба çитсе курнă.

 Чи малтанах Тури Чакăри культура вучахĕнче пулнă. Хальхи вăхăта кунта урайне бетонпа хытарнă, зданин стенисене хăпартнă. Строительсем электричество кĕртессипе тата мачча тăвассипе тăрашаççĕ. Объектăн 43 процентĕнче ĕç вĕçленнĕ.

Пăлапуç Пашьелĕнчи клуб юсав хыççăн ял çыннисене, хăнасене кĕтсе илме хатĕр. Округ администрацийĕ культура çурчĕ валли музыка аппаратурисем, сĕтел-пукан, сцена ăстисем валли тумсем туянма документсем хатĕрлесе çитернĕ.

Рудольф Селиванов культура вучахĕсем хута кайнă хыççăн ял çыннисемшĕн юратнă вырăн пуласса шаннине пĕлтернĕ.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика